Дистанцилле майпа пĕлÿ илеççĕ

Элĕк районĕнче 2010 çултанпа «Сывлăх енчен майсем сахал ачасене валли дистанцилле вĕренÿ» проект пурнăçа кĕрет. Пур шкулта та ятарлă пандуссем сусăрсене çăмăллăнах кĕрсе çÿреме май параççĕ. Питĕшкассинчи вăтам шкул бази çинче «Сывлăх енчен майсем сахал ачасене интеграци мелĕпе дистанцилле пĕлÿ илмелли килти шкул» пулăшу пункчĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районта 7 ача дистанцилле майпа пĕлÿ илнĕ. Питĕшкасси шкулĕнче – 1, Элĕкре – 1, Ураскилтре – 2, Вутланпа Тавăтра пĕршер ача пулнă. Çавăн пекех Писĕп ялĕнчи пĕр ача Шупашкарти иккĕмĕш номерлĕ коррекци шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тăхăр класс пĕтерчĕç, ыттисем малалла та вĕренĕве тăсаççĕ.

 



12 августа 2013
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter