Тулли мар яваплă обществăсем çĕнĕ йышши комбайнсем илнĕ

Машина-трактор паркĕсене тытса тăма çăмăлах мар пулин те хуçалăхсем техникăна çĕнетме тĕрлĕрен майсем тупаççĕ: тракторсемпе ытти агрегатсене инвестици кредичĕпе те, лизингпа та, çавăн пекех хăйсен шучĕпе те туянаççĕ.

Акă çак кунсенче кăна Ульянов ячĕллĕ тата А.Филиппов фермер хуçалăхĕсене тĕш тырă пухса кĕртмелли «ПАЛЕССЕ» çĕнĕ комбайнсем килсе çитнĕ. Иккĕшне те вĕсене лизингпа туяннă.

Иртнĕ çул «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Агрофирма «Рабия», «Золотое Руно» тулли мар яваплă обществăсем çĕнĕ йышши комбайнсем илнĕ. (Элĕк районĕ)

 



12 августа 2013
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter