Хĕле хатĕрленеççĕ

Мĕнлерех ĕçлеççĕ-ха ялсенчи культура учрежденийĕсем, сивĕ хĕле кĕтсе илме хатĕр-и вĕсем; Хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе тата методика пулăшăвĕ пама çак уйăхăн 12-16-мĕшĕсенче Элĕк районĕнчи пур культура учрежденийĕсене те çитетпĕр.

Паянхи кун пирĕн районта 28 культурăпа кану çурчĕ ĕçлет, вĕсенчен 11-шĕ юридици сăпатлĕ информаципе культура центрĕсем. Çавсенчен 27-шне газ кĕртнĕ, пĕрне паян кун та çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаççĕ.

Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсенче кулленхи юсав ĕçĕсем пыраççĕ, ăшăтмалли тытăмсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ.

 

 



12 августа 2013
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter