Спортпа туслисен уявĕ

Уява Олимп çăлтăрĕсемпе паллă спортсменсем, тренерсемпе ветерансем, министерствăпа район администрацийĕсен ĕçченĕсем, спорт организацийĕсен ертÿçисем пухăнчĕç. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - сывă çын, сывă общество. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан, физкультурăпа тата спортпа туслă çын çеç хастар, чăтăмлă, çирĕп кăмăллă пулать, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма пултарать», - терĕ Михаил Васильевич. Вăл физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнисен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн физвоспитани преподавателĕ Галина Павлова тата Çĕнĕ Шупашкарти А.Андриянов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрĕн педагогĕ Николай Сергуняев «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, 14 çын ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕç.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников хăйĕн докладĕнче 90 çул хушшинче спорт обћекчĕсен анлă сетьне йĕркеленине, Олимп тÿпине çĕкленнĕ Ардалион Игнатьев атлетăн, Валерий Ярдыпа Ирина Калентьева велосипедçăсен, Владимир Воронков йĕлтĕрçĕн, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев утакансен, Валентина Егоровăпа Татьяна Архипова-Петрова марафонçăсен ячĕсене вара пĕтĕм тĕнче пĕлнине палăртрĕ.

Уява паллă хоккеист, Олимп чемпионĕ, тĕнчен çичĕ хут чемпионĕ, СССР пĕрлештернĕ командин хапхаçи Владимир Мышкин та хутшăнчĕ. Вăл чăваш халăхне уяв ячĕпе саламланă май республикăпа çултан-çул туслă çыхăну çирĕпленсе пынишĕн савăннине пĕлтерчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 августа 2013
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter