Сĕнтĕрвăрри çĕнелет: автовокзал, Императрица палăкĕ...

Чи малтан вăл Шуршăл ял тăрăхĕнчи «НамЭКО» пĕрлешĕвĕн уй-хирĕнче вырма епле пынипе паллашрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев пĕлтернĕ тăрăх - Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр çукпа пĕрех. Кашни çĕр пайĕн хуçи пулмалла текен каларăша тĕпе хурса ĕçленине палăртрĕ вăл. Хуçалăх вырмана вăхăтра тухнă, анчах вырăнти хуçалăх ертÿçине Александр Никанорова ĕçлекенсем çитменни пăшăрхантарать, çапах ĕçе çанталăк япăхланиччен вĕçлеме тĕллев лартнă. Михаил Васильевич комбайнерсемпе курса калаçма та вăхăт тупрĕ, вăл апат епле çитернипе тата шалупа кăсăкланчĕ. «Тĕш тырра вăхăтра пухса кĕртесси сирĕн тăрăшулăхăртан нумай килет, çавăнпа та кашни кун чунтан вăй хурса ĕçлемелле», - терĕ республика Пуçлăхĕ рабочисемпе сыв пуллашнă май.

Сĕнтĕрвăрринче Михаил Игнатьева районти пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Сăлтавĕ те пур иккенS хулара Физкультурникпа Строитель кунĕсене уявлаççĕ. Çурт-кермен ăстисен кунĕ тĕлне хулара çĕнĕ автостанци хута янă, ăна хаваслă лару-тăрура уçрĕç.

«Сĕнтĕрвăррисем ĕçре те, спортра та маттур. Çакна хула çултан-çул илемленни, çĕнĕ çуртсемпе тата керменсемпе пуянланни кăтартать. Аякрах мар физкультурăпа спорт комплексĕ куçа илĕртет, унта çулталăкра вун-вун çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Çĕнĕ автостанци те хула çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Малашне кунта туристсене килсе кайма та меллĕ пулĕ», - терĕ республика Пуçлăхĕ. Автостанци çуртне хальхи йышши стандартпа çĕкленĕ, унта кĕрсе тухма та, ларса канма та условисем çителĕклĕ. Районта пурăнакансем те хĕпĕртеççĕ. «Çĕнĕ автостанци пирки тахçантанпах ĕмĕтленнĕччĕ Сĕнтĕрвăррисем. Юхан шыв хĕрринче вырнаçнă станци кивелнĕччĕ, ку вара хула варринче - малашне çул çÿресси татах çăмăлланĕ», - терĕ "АвтоВАС" АУО генеральнăй директорĕ Владимир Палеев.

Унтан Михаил Васильевич хулари ял хуçалăх пасарне çул тытрĕ. Сутуçăсем ăна хăйсен таварĕсемпе паллаштарчĕç. Эпир те хамăра ярмăрккăна лекнĕн туйрăмăр. Мĕн кăна сĕнмеççĕ татаS хĕвел çаврăнăшĕ, печени-крентĕл, «автанккасем», чăваш сăри... Хăшĕ-пĕри вĕсене тутанса пăхрĕ, япала туянакан та тупăнчĕ. ЧР Пуçлăхĕ сентресем çинче килти хуçалăхра туса илекен çимĕç нумаййишĕн савăнчĕ, пасарăн юсаса çĕнетнĕ çурчĕпе кăмăллă юлчĕ.

Физкультурник кунне халалласа хула варринчи паркра иртекен спорт ăмăртăвĕсене те çитсе курчĕ Михаил Васильевич. Турник çинче тĕрлĕ хускану туса тĕлĕнтерекен яшсен, турнирсенче пĕрре мар тупăшнă çамрăк боксерсен, уявăн тĕп парнине - така - çĕнсе илессишĕн кавир çинче вăй виçекен кĕрешÿçĕсен ăсталăхне пăхса савăнчĕ, çамрăк спортсменсемпе калаçрĕ.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ Сĕнтĕрвăррисемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа палăрса юлĕ - эрне кун Атăл хĕрринче ларакан хулара Мария Шестова Императрица палăкне уçрĕç. Мария Александровна хула кун-çулĕнче пысăк вырăн йышăнатьS Сĕнтĕрвăррине унăн ячĕпе панă-çке. «Хулара культурăн 28 палăкĕ пур, паян вара тепре хушăнчĕ. Çак пуянлăхпа эпир мухтанма тивĕç. Император мăшăрĕн палăкĕ кашни çынна ырă кăмăллă, тараватлă пулмаллине аса илтерĕ», - терĕ Михаил Игнатьев. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев палăк тăвас ĕçе пуçаракансене тата унăн авторне Иван Зеленкова тав тунă май çапларах пĕтĕмлетрĕS «Мария Александровна ăшă кăмăллă, халăха пулăшакан çын пулнă. Вăл хĕрарăмсен шкулĕсене уçнă, «Хĕрлĕ хĕрес» организацие пуçарнă. Пирĕншĕн вăл яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче».

Андрей МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 августа 2013
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter