Пĕрремĕш çур çулта Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче халăх шучĕ ӳснĕ пилĕк регион шутне кĕнĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырмари ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх - ял хуçалăх организацийĕсенче тата фермерсен пысăк хуçалăхĕсенче 110,1 пин гектар çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырнă. Вĕсен тухăçĕ кашни гектартан 19,2 центнерпа танлашать. Республикăри 774 комбайнран 711-шĕ - хирте. 211,3 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче çĕр улми кăлараççĕ. Ăна 312 гектар çинчен 4395 тонна пуçтарса илнĕ. Кашни гектартан 140,9 центнер тухнă. Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш районĕсенче пахча çимĕç 24 гектар çинчен - 1000 тонна, кашни гектартан 457,4 центнер пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсем 100 пин гектар акасшăн. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне вăрлăха тăпрана варăнтарма 65,9 пин гектар /63,6%/ çĕр хатĕрленĕ, кĕрхисене 779 гектар акнă. Ку енĕпе Улатăрсем малтисен йышĕнче: плана 12% ирттерсе тултарнă. Пăрачкавсем вăрлăха 6,4 пин гектара /84,3%/ варăнтарнă ĕнтĕ. Сергей Павлов вырма ĕçĕн тĕп пайне çурлан 25-мĕшĕ тĕлне пурнăçлассине палăртнă. Паянхи кунччен «Чăвашçăкăрпродукт» тата ЧР Апат-çимĕç фончĕ 12 пин тонна тырă йышăннă. Республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствинчен çĕнĕ йышши комбайнсене ăнăçлăрах ĕçлеттерме ыйтнă. Вĕсен тухăçлăхĕ пысăкрах, вырса тĕшĕленĕ чухне тăкак сахалрах кÿреççĕ. «Çитĕннине пурне те пухса кĕртмелле тата республикăн Апат-çимĕç фондне хывмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев çанталăк лайăх тăнăран ял ĕçченĕсен кăмăлĕ çĕкленÿллине палăртса. ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова демографи политикине тытса пырас ĕç мĕнле пурнăçланса пыни пирки пĕлтернĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра республикăра ача çуралассин коэффициенчĕ 1,5 процент ÿснĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 10427 ача çуралнă. Иккĕмĕш ачаллă çемьесен йышĕ пысăкланнă. Виççĕмĕш тата ытларах ачаллисем пĕлтĕрхи çичĕ уйăхринчен 12,5% нумайрах. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри - çĕр-шывра, Чăваш Енре тытса пыракан тĕрĕс социаллă политика. Федерацин амăшĕн капиталĕ çумне республикăнне хушса 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е малаллахи ача çуралсан Чăваш Ен ăна 100-шер пин тенкĕ уйăрать. Çак уйăхăн 1-мĕшĕ тĕлне республика капиталне илме пурĕ - 3220, çав шутра кăçал 1360 сертификат панă. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен çын 1,5 процент сахалрах вилнĕ. Пĕрремĕш çур çулта Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче халăх шучĕ ÿснĕ пилĕк регион шутне кĕнĕ. 17 çула çитичченхи ачасем пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4,7 процент сахалрах вилнĕ. Вилĕм сăлтавĕсен 35,4 проценчĕ чир-чĕрпе пачах çыхăнман. Ача çуратас, çын пурнăçне тăсас тĕлĕшпе республика кăтартăвĕ лайăхланса пынăçемĕн Чăваш Енре пурнăç тăршшĕ 2012 çулта вăтамран 70,3 çула /Раççейре - 69,7/ çитнĕ. Михаил Игнатьев çулсем çинчи автоинкеке пула вăхăтсăр вилекенсен хисепне пĕчĕклетессипе çыхăннă ыйтăва пур енлĕн тишкерме ыйтнă. «Патшалăх ача ытларах çуралтăр тесе хушма тата тухăçлă майсемпе усă курса хавхалантарать - укçа-тенкĕ нумай тăкаклать, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Анчах этем сывлăхĕпе, чир-чĕрĕпе пачах çыхăнман вилĕме пула ырă кăтартусем тĕксĕмленеççĕ». Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Хула кунне мĕнлерех кĕтсе илме хатĕрленнине пĕлтернĕ. Вăл çурлан 17-18-мĕшĕсенче иртĕ. Иккĕмĕш кун ирхине Хĕрлĕ лапамра паллă «çăлтăрпа» зарядка ирттернĕ хыççăнах çемье пултарулăхĕн «Аистенок» фестивалĕ пулĕ. Хула çыннисен кăмăлне кайнă «Бульвар пултарулăхĕ» арт-проекта кăçал та пурнăçласшăн. Шупашкарăн тĕп урамĕпе Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çитиччен, республикăри 60 ытла пултарулăх коллективĕ, Хусанпа Мускавран килекен ушкăнсем утса иртĕç. 20.30 сехетре Атăл хĕрринче пысăк уяв пуçланĕ, Раççейри паллă юрăç Натали хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарĕ. 22 сехетре тĕп хула вун-вун тĕрлĕ тĕспе çуталса Шупашкарпа унăн хăнисене савăнтарĕ. (Сергей Юрьев)



13 августа 2013
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter