Сĕте анлă çул памалла!

Чăваш Ен иртнĕ кĕçнерни кун ирхине республикăн Улатăр районĕнчи чиккинче «Сĕте çул парар!» авточупăва хутшăнакансене кĕтсе илнĕ. Кăнтăрлаччен вĕсем Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Элĕк районĕсемпе Етĕрне тăрăхĕнчи Йÿçпан ялĕ патне çитрĕç.

Çул çÿреве Раççейри чи паллă предприятисене - çулталăкра çĕр-çĕр тонна сĕт туса илекенсене тата ăна тирпейлекенсене - явăçтарнă. Элĕкпе Етĕрне районĕсен чиккине вĕсен элчисем 24 автомашинăпа пырса чарăнчĕç. Сĕте тирпейлекенсемпе ăна хатĕрлекенсен туслă çыхăнăвне çирĕплетессишĕн, çĕр-шывра çак продукци сумне ÿстерессишĕн, АПКри çивĕч ыйтусене влаç умне лартассишĕн авточупăва тухнисене унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин кĕтсе илчĕ. Хыççăнах хăнасене «Ядринмолоко» обществăн çĕнĕ заводĕнче йышăнчĕç, цехсене кăтартса çÿресе предприяти ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Каçхине 6 сехетре Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевская» агрофирмăра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов «Чăваш Енре сĕт суса илессин хальхи палăрăмĕсем тата пуласлăхĕ» ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта авточупу хастарĕсемпе сăвакан ĕне республикăра чи нумай усракан хуçалăхсен ертÿçисен пĕр ушкăнĕ хутшăнчĕç.

Вице-премьер хăнасене сĕт производствине, ĕне кĕтĕвне пысăклатассине, тăрантассине, ăратлă выльăх ĕрчетессине, фермăсем тăвассине мĕнлерех йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Уйрăммăн илсен ăратлă выльăх туяннăшăн, çулталăкра 4 пин килограмран кая мар сĕт паракан ĕнешĕн республика хыснинчен субсиди уйăраççĕ. Пĕлтĕр кашни литр сĕтшĕн мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене бюджетран хушса тÿленĕ. Шел те, кăçал çавнашкал йĕркепе уйрăммăн пулăшмĕç. Федераци хыснинчен сĕтшĕн субсиди парсан çеç хресченсене республика бюджетĕнчен пĕрле кĕмĕл уйăрĕç.

Министр ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен умне тухса тăнă чăрмава та пытармарĕ: апат-çимĕç хатĕрлекен мĕн пур йышши хуçалăхсене банкран илнĕ кредитăн пĕр пайне саплаштарма республика хыснинчен нухрат уйăрасси уксахлать. Çĕртме пуçламăшĕ тĕлне бюджет вĕсен умĕнче 100 млн яхăн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Çулталăк вĕçлениччен вăл 450 млн тенке çитме пултарать. Чăн та, Сергей Павлов Раççей Ял хуçалăх министерстви регионсене куçарма шантаракан укçаран 100 млн тенкĕ илес, ăна кредитăн пĕр пайне саплаштарма ярас шанăçа çухатмасть. 350 млн тенкĕ тупассишĕн халех пуç ватать. Ку ыйтăва татса памаллине палăртсах каларĕ.

Вице-премьер ертÿçĕсене кăсăклантаракан субсиди пирки тепĕр сĕнÿ пачĕ. Ахăртнех, ĕне вити тума банкран илнĕ мĕн пур кивçен укçана тата 15% хушса тавăрма ыйтнă чухне никамах та ферма çĕклес шухăш-кăмăлпа хавхаланмĕ. «Ăна тумаллах, - терĕ министр. - Унсăрăн сĕт производствине ÿстереймĕпĕр. Çавна май Правительствăна выльăх усрамалли объект çĕклеме илекен кредитăн пĕр пайне Чăваш Ен хыснинчи укçапа субсидилеме сĕнĕпĕр».

Канашлура Раççейри сĕт туса илекенсен «Союзмолоко» наци пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ Андрей Даниленко сĕт сутакансене, ăна тирпейлекенсене кăсăклантаракан ыйтусене çивĕч лартрĕ. «Хальхи вăхăтра Раççейре сĕт Совет Союзĕ вăхăтĕнче туса илнин виççĕмĕш пайĕ чухлĕ кăна хатĕрлетпĕр. Апла пулин те унпа куллен усă курасси чакать, - терĕ вăл. - Çакăнпа пĕрлех таса сĕт вырăнне сутакан тĕрлĕ продукцие ытларах çиетпĕр. Çĕр-шывра сĕт малтанхинчен сахалрах сутнине, халăх ăна çителĕксĕр çинине, ĕне выльăх хухнине Росстат та палăртать. Патшалăх çавнашкал çулпа кайма тивĕçлĕ мар. Халăха çулталăкра 5 млн тонна сĕт çитмест. Ăна туса илме çĕнĕ фермăсем хута ямалла. Анчах Раççей Ял хуçалăх министерстви çумĕнче кăçал çĕнĕ витесем тумалли проектсене тишкерекен комисси ĕçлемест. Ку 2013 çулта выльăх ĕрчетмелли объект хăпартма тытăннисем бюджетрен пулăшу илейменнине пĕлтерет».

«Союзмолоко» ертÿçи хресченсене ура хуракан чылай чăрмава тишкерчĕ. Çивĕч ыйтусене тĕпчесе Раççей Правительствине тухмашкăн патшалăх комиссийĕ йĕркелеме сĕнчĕ.

Авточупăва йĕркелесе ирттерекен Dairynews информаци агентствин тĕп редакторĕ Михаил Мищенко хуласене сĕтпе тивĕçтерекенсене канăç паман йывăрлăхсене уçăмлатрĕ. Çĕр-шывра сĕтĕн сутлăх хакĕ вăтамран 15 тенкĕ кăна. Куллен кирлĕ продукци çак шайра тăнă чухне хресченсем ферма тумалăх тупăш нихăçан та илеймĕç. АПК аталантăр тесен сутлăх сĕте чылай хаклатмалла. Иккĕмĕшĕ, продукци хатĕрлекенсене Раççей хыснинчен çĕнĕ витесем тума, ăратлă выльăх туянма тата сутлăх сĕтшĕн тÿлеме субсиди ытларах уйăрмалла. Çак ыйтусене татса памасан федераци нумай кăтарту енĕпе малта пыракан çĕр-шывсемпе танлашаймĕ.

 Юрий МИХАЙЛОВ

 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
13 августа 2013
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter