Мускава - виçĕ сехетрех

Электропуйăссене пысăк хăвăртлăхпа çÿретме ВСМ-2 «Мускав-Хусан-Екатеринбург» тĕп чукун çул туни тавралăха еплерех витĕм кÿме пултарасси пирки ЧР Транспорт министерствин пысăк залĕнче халăх итлевĕ пулнăранпа икĕ эрне ытла иртрĕ. Вăл Чăваш Ен территорийĕпе - Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă - иртнĕрен çак хутлăхра пурăнакансемшĕн сÿтсе явмалли сăлтав пулса тăчĕ.

 

Калаçусем малалла пыраççĕ. Халăх итлевĕ ытти регионта та иртет. «Хăвăрт çÿретекен тĕп чукун çулсем» АУОн строительство тата çĕнĕ технологи департаменчĕн директорĕн çумĕ Юрий Котлов Чăваш Ен халăхĕпе çак уйăх вĕçĕнче Шупашкарта иккĕмĕш хут курнăçма шантарнăччĕ. Апла пулсан кĕтнĕ тĕл пулу иртетех.

 

Магистрале РФ чукун çул транспорчĕн 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе тата «Раççей чукун çулĕ» АУО çулĕсемпе хăвăрт тата пысăк хăвăртлăхпа çÿретессине 2020 çулччен аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн тума палăртнă. Проектпа килĕшÿллĕн 920 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

 

Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн тăршшĕ 1620 çухрăм пулĕ, электропуйăссем сехетре 300-400 километр хăвăртлăхпа çÿрĕç. Вăл Мускавран Екатеринбурга сакăр сехетченех çитĕ, эпир вара, çĕр-шыв тĕп хулине пуçтарăннисем, çул çинче виçĕ сехете яхăн çеç пулăпăр. Электропуйăс Шупашкартан Хусана 35 минутрах илсе çитерĕ. Унăн Чăваш Енре чарăнса пассажирсене лартмалли станцине Кÿкеçрен темиçе çухрăмра, иккĕмĕшне Етĕрне районĕнчи Полянка ялĕ çывăхĕнче тума сĕнеççĕ.

 

Строительство пурне те кăсăклантарать. ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен кун йĕркинче те тĕп вырăн йышăнать. Анчахрах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан чукун çул магистралĕн строительствин проектне пурнăçлас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. ВСМ-2 магистралĕн республика территорийĕпе иртекен пайĕ 130 çухрăма яхăн пуласса, ăна тума 150 млрд тенкĕ кирлине палăртнă. Ку енĕпе ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, нухратпа федераци тивĕçтерет.

 

Магистраль туни пирĕн республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экономика малалла аталанĕ, инвестици ытларах явăçтарма май килĕ, туристсем нумаййăн килме тытăнĕç.

 

2015 çулччен туса хатĕрлеме палăртнă проект тĕллевĕ анлă: федерацин тĕп пайĕнчи халăх ытларах куçса çÿрĕ, инвестици илĕртÿлĕхĕ ÿсĕ, пĕрлĕхлĕ транспорт тытăмĕ йĕркеленĕ, çынсем пирĕн пата республика тулашĕнчен ытларах килсе çÿрĕç. Пысăк технологиллĕ промышленноç производстви ÿсесси те паллă.

 

Республикăра 6 кĕпер /кашниех 500 метртан вăрăмрах пулмалла/ тума палăртнă, пĕтĕмĕшле тăршшĕ 12,5 çухрăмпа танлашать. ВСМ-2 магистралĕн «Мускав-Хусан» сыпăкне пурнăçлани строительство вăхăтĕнче 80 пин çынна ĕç тупма май парĕ, проект хута кайсан 30 пин çын кăмăлне тивĕçтерĕ. Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул туни - тĕнче аталанăвĕн таппипе тан пыни, вăхăт перекетлени те, çĕр-шыв экономикине тĕреклетни те.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
13 августа 2013
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter