Вăхăта спортпа çыхăнтарчĕç

Çак кунсенче Элĕкре Физкультурник кунне анлăн паллă турĕç. Çав кун райцентрти «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче тата стадионта тĕрлĕ вăйăсем иртрĕç.

Спорт уявне «Хĕлхем» комплекс директорĕ В.Сергеев тата Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов уçрĕç. Вăйăсем пуçланчĕç. Канат туртассипе Иштекпе Урмай ялĕсен командисем палăрчĕç. Волейбол вăййи те пухăннисене тыткăна илчĕ. Элĕк райповĕн команди ыттисенчен вăйлăрах пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Тепловодоканал» обществăпа Ехремкасси ял тăрăхĕн командисем пайларĕç. Мини-футбол вăййинче те райпо команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшсем Иштекпе Урмай ялĕсен пĕрлештернĕ команди пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна «Тепловодоканал» общество команди тивĕçрĕ.

Шахматçăсем те сĕтел хушшине ларчĕç. Блиц-турнирта Виталий Ефимов (Ехремкасси ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Алексей Иванов (райбольница), виççĕмĕшне Зиновий Федоров (райадминистраци) çĕнсе илчĕç.

4 тата 6 çулсенчи ачасем велосипедпа чупса ăмăртрĕç. Н.Филиппов, М.Иванов, В.Егоров, П.Петров хăйсен çулĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне Элĕк райповĕ тивĕçрĕ.

 



14 августа 2013
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter