Çынсем шывсăр аптрамĕç

Элĕк районĕнче шыв кĕртессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Элĕкри Цветочнăй, Молодежнăй, Южнăй урамсенче тата Асамат ялĕнчи Пролетарски урамра шыв пăрăхĕсене вырнаçтараççĕ.

Строительство ĕçĕсене пурнăçлама федераци тата республика бюджетĕнчен 13991,00 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Мероприятисем «Яла 2013 çулччен социаллă аталану кÿмелли» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.

Шыв кĕртессипе «Спектр» организаци ăнăçлă ĕçлет. Паянхи куна çĕре чавса тăрпасене хурассипе тăрăшаççĕ. Шыв пăрăхĕсене хывма ункăсемпе тăрпасене илсе килнĕ ĕнтĕ.

 



14 августа 2013
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter