Элĕк районĕ: хуçалăхсене – патшалăх пулăшăвĕ

Сутлăх сĕт туса илекен ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсене, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсидилеççĕ. Палăртса хăвармалла, асăннă йĕркене уйрăм хушма хуçалăх тытакансем кĕмеççĕ. Субсиди уйăрас ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Прохоров каласа пама кăмăл турĕ:

– Асăннă пулăшăва тивĕçессинче – çирĕп йĕрке. Ял хуçалăх министерстви чи малтан сĕт пахалăхне, вăл шутра унти çу тата белок шайне пăхать, çавăн пекех çĕр ĕне пуçне миçе пăру илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕп кăтартусем вара иртнĕ çулхинчен пĕчĕк пулмалла мар. Енчен те хуçалăхсен кăтартăвĕсем Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерстви палăртнă ятарлă условисене тивĕçтереймеççĕ пулсан, укçан уйăракан пулăшăва илеймеççĕ.

Субсиди калăпăшĕ, паллах, пахалăхлă сĕте сутлăха мĕн чухлĕ кăларнинчен килет. Çапла вара паха сортлă сĕте сутлăха ăсатнăшăн хуçалăхсем пĕр литршăн икĕ тенкĕ çурă ытла, пĕрремĕш сортшăн сакăр вунă пус ытла субсиди илеççĕ. Çитес вăхăтра вара услови татах та çирĕпленет, 2015 çултан пуçласа паха сортшăн кăна субсидилеме палăртнă. Апла пулсан патшалăх хуçалăхсене пахалăхлăрах ĕçлеме хистет. Юлашки вăхăта илес пулсан хăш-пĕр хуçалăхсем лайăхрах ĕçлес тесе ку тĕлĕшри оборудование çĕнетрĕç.

Енчен те Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине бухгалтери отчетне тăратман е панкрут йышăнăвĕ пур, е конкурс производстви пуçарнă пулсан ку хуçалăхсем пулăшăва тивĕçеймеççĕ.

2013 çулхи 1 кварталшăн района çак пулăшу 1435714 тенкĕ килнĕ. Вăл шутран 973646 тенкĕ – федераци бюджетĕнчен, 416501 тенкĕ – республика бюджетĕнчен.

 



14 августа 2013
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter