Михаил Игнатьев Болгарири София хулинче иртнĕ Сурдлимп вăййисене хутшăннă спортсменсемпе тата тренерсемпе тĕл пулнă

Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Болгарири София хулинче иртнĕ Сурдлимп вăййисене хутшăннă спортсменсемпе тата тренерсемпе тĕл пулнă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Мешковпа ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников хутшăннă. Михаил Игнатьев ăмăртура палăрнă çамрăксене çитĕнÿсемпе саламланă, вĕсенчен республикăри ытти хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тĕслĕх илессе шаннине пĕлтернĕ, тренерсене, спортсменсене çĕнтерÿсем тума хавхалантарса пынăшăн тав тунă. Республика Пуçлăхĕ Сурдлимпиадăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ЧР спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерне Андрей Андреева «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе тата укçа премине илме май паракан сертификатпа чысланă. Ăмăртура «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ Иван Пакин, Михаил Ефремовпа пĕрле бадминтонла выляса виççĕмĕш вырăн йышăннă Анастасия Седова тата Светлана Морозова тренер Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Сурдлимпиадăна хутшăннă Анастасия Мамлина тата Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче тăрăшакан Валерий Васильев, Анатолий Прохоров, Надежда Тонина тренерсем Республика Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕç. Пурне те преми илме май паракан сертификата панă.

 



15 августа 2013
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter