Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ çинчен пĕлтернĕ. Надежда Викторовна çирĕплетнĕ тăрăх - асăннă документа кăçалхи ака уйăхĕн 5 тата çу уйăхĕн 7-мĕшĕсенче федерацин 40 тата 102-мĕш саккунĕсене йышăннă май Чăваш Республикин саккунĕсене вĕсемпе шайлаштарас тĕллевпе туса хатĕрленĕ, уйрăм статьясене улшăнусем кĕртнĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Владимир Степанов Чăваш Республикин 2013-2020 çулсенчи «Чăваш Республикин транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» патшалăх программипе паллаштарнă хыççăн Михаил Игнатьев пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен электропуйăссен пирĕн республика çĕрĕпе иртекен 130 км тăршшĕ магистралĕн строительствине финанслассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлăрах палăртма кирлине асăннă, хăрушсăрлăх индикаторĕсене тишкерессипе, çул-йĕр карттине хатĕрлессипе интересленнĕ. «Программăна ырласа Патшалăх Канашне çитеретпĕр, анчах та ун тăрăх малалла ĕçлеме тивет», - тенĕ вăл. ЧР финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçланин отчетне çирĕплетесси пирки пĕлтернĕ. Налук пухас енĕпе кăтартусем хамăр хутлăхра иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен, Раççей Федерацийĕннинчен тата федерацин Атăлçи округĕннинчен чакнин сăлтавĕ мĕнпе çыхăнни уйрăмах канăçсăрлантарнă. Ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине, йĕркене пăсакансене явап тыттармаллине аса илтернĕ. Кĕçех ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Финанспа тивĕçтерекен центрĕ ĕçлеме пуçлĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çирĕплетнĕ тăрăх - унăн тĕллевĕ министерствăна пăхăнакан учрежденисене хăйсен штатĕнчи çавнашкал профильлĕ специалистсене хăтарса экономика, бухгалтери ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан, финанс тĕлĕшĕнчен ертсе пырассине лайăхлатакан, бюджет тăкакĕсен эффективлăхне ÿстерекен тытăм йĕркелени, урăхла каласан финанспа бухгалтери службине оптимизацилени. Çакă пирĕн республикăра ĕçе кĕртнĕ «Электрон бюджечĕ» пилот проектне ăнăçлăх кÿрет. Сăмах май, асăннă проекта хальлĕхе çĕр-шыври 4 субъектра тĕрĕслеççĕ. ЧР Вĕренÿ министерствине пырса тивекен тепĕр яваплăх - Улатăрти ял хуçалăх, автомобиль техникумĕсене тата 3-мĕш професси училищине пĕрлештерни. Владимир Иванов шухăшĕпе - профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ парассин спектрĕсене анлăлатмалла. Хальлĕхе асăннă учрежденисем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çыхăну тытмаççĕ, федераци тытăмĕнчен республика харпăрлăхне куçариччен хăйсен тивĕçĕпе çыхăнман функцисене пурнăçланă. Реорганизациленĕ хыççăн вăл хальхи пĕлÿ учрежденийĕ пулса тăрĕ. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.(В.Смирнова) 



15 августа 2013
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter