Михаил Игнатьев видеоконференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Республика территорийĕнче сыснасен Африка мурне сарăлма парас мар тесе ирттермелли ĕçсене, çавăн пекех обязательствăсене пурнăçламан е кирлĕ пек пурнăçламан чухне муниципалитет саккасçисем претензи ĕçне йĕркелессине пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартнă тăрăх - 2007 çултан пуçласа паянхи кунччен сыснасен Африка мурне /АЧС/ Раççей Федерацийĕн 31 субъекчĕн территорийĕнче шута илнĕ. Выльăхсене тĕп тума 2,3 млрд тенкĕ ытла компенсаци янă. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен территорийĕнче çак чир ернĕ тĕслĕхе шута илмен. ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Геннадий Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - ветеринари саккунĕсен требованийĕсене пăхăнмалли мерăсем йышăннă.

Федерацин ветеринари тата фитосанитари енĕпе ĕçлекен службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Андреев палăртнă тăрăх - апат юлашкисене утилизацилес енĕпе ыйту çивĕч, çавăн пекех ял хуçалăх продукцине саккуна пăхăнмасăр сутнă тĕслĕхсем пур. Акă Шупашкарти «Çурçĕр» ярмăрккăра выльăх-чĕрлĕх продукцине ветеринари служби тĕрĕслемесĕрех сутаççĕ.

Михаил Игнатьев муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсене санитари нормисемпе предписанисене пăхăнма чĕнсе каланă, мĕншĕн тесен выльăх чирлес пулсан пасарсенчи карантин пысăк тăкак кÿрĕ.

Муниципалитет саккасçисен претензи ĕçне ирттермелли çинчен ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков чарăнса тăнă. Çак ĕçе йĕркелеменнипе хăш-пĕр районта тÿрĕ мар кăмăллă подрядчиксем договор обязательствисене пурнăçламаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисене килĕшÿсем тăвакан, каярах ĕçе пурнăçламалли вăхăтсене пăхăнман организацисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

 А.ЛЬВОВА

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 августа 2013
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter