Хирте-и е шкулта - пур ĕçе те вăхăтра тумалла!

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пулчĕ.

Малтанах Н.Лисаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче вырма мĕнле пынипе паллашрĕ. Тулă пуссинче «Палессе» çĕнĕ комбайн ылтăн пучахсене вырса тĕшĕлет. Улăма та тÿрех преслаççĕ, пушаннă уй-хире сухалаççĕ. Николай Лисаев фермер республика Пуçлăхне хуçалăхăн вырмалли тыр-пул лаптăкĕ 1128,5 гектар пулнине, хальлĕхе 485 гектара «парăнтарнине» пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 828 тонна тырă тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 17 центнерпа танлашать. Фермер 7,5 гектар çĕр улми лартнă. Кăçал кĕрхи культурăсене 280 гектар акма палăртнă. Хĕрлĕ Чутай район администраци пуçлăхĕ Александр Башкиров уй-хирте кунсерен 17 комбайн ĕçленине, вĕсем талăкра 200 гектара яхăн тырă вырнине палăртрĕ. Çанталăк уяр тăрсан вырмана тепĕр 7-10 кунран вĕçлесшĕн.

Михаил Игнатьев ĕç-хĕле май пур таран хăвăртлатма ыйтрĕ. «Комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшмалла», - терĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине кĕрхи культурăсене хальтерех акма тытăнма сĕнчĕ.

Унтан «Сельэнерго» предприятири лару-тăрупа паллашрĕ. Николай Бурин асăннă предприятие 35 çул ертсе пырать. Кунта поливинихлорид шлангĕсем кăлараççĕ. Хальлĕхе пĕр лини кăна ĕçлет, кĕçех теприне те хута ярĕç. Анчах çивĕч конкуренцире продукци яланах тивĕçлĕ вырăн тупайманни ертÿçе самаях пăшăрхантарать иккен. Михаил Васильевич тăкаксене пĕчĕклетсе ĕç хăвăртлăхне ÿстермелли майсене шырамаллине аса илтерчĕ. Производствăна çĕнĕлле йĕркелеме сĕнчĕ. Вырăнти ертÿлĕхĕн ку енĕпе предпринимателе пулăшмаллине палăртрĕ.

Атнарти вăтам шкулта 187 ача вĕренет. Кунта çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен юсав ĕçĕсене вĕçлесчĕ тесе тăрăшаççĕ. Пĕлÿ çуртне 1978 çулта хута янă. Унтанпа пысăк юсав ĕçĕ пулман. Халĕ вара шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн пÿлĕмĕсен çи виттине улăштарнă, чÿречесене тата алăксене çĕнетнĕ. Столовăя çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Юлашки икĕ çулта çак ĕçсене пурнăçлама шкула пĕтĕмпе 43 миллион тенкĕ ытла панă.

М.Игнатьев «Ядринэлектромонтаж» предприятие критиклерĕ. «Вĕсем юсав ĕçĕсене тăсса пынине пула шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен ачасене йышăнма хатĕрленсе çитеймесен те пултарать», - терĕ Михаил Васильевич.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне çурлан 15-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме тĕллев лартнине палăртрĕ. «Ачасем лайăх условисенче вĕренсе аталанччăр тесе эпир пĕтĕм вăя, пĕтĕм ресурса туллин усă курма тăрăшатпăр», - терĕ.

Михаил Игнатьев шкул умне пухăннă çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ялти пурнăçпа кăсăкланчĕ.

Район больницинче реанимаципе хирурги уйрăмĕсен ĕçĕпе паллашрĕ. Вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн пысăк хуласенчи больницăрисенчен пĕртте кая мар. Чирлисене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама та ансат.

Сывлăх учрежденийĕнче чирлисене сипленме 73 койка-вырăн уйăрнă. Кунта электрон регистратура ĕçне лайăх йĕркеленĕ.

Сăмахран, иртнĕ çул пĕтĕмпе 4559 электрон заявка йышăннă. Михаил Васильевич чирлисенчен электрон регистрацин усăлăхĕ çинчен ыйтрĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ унăн витĕмĕпе тухтăрсем патне черет сахалланнине палăртрĕ.

Сывлăх учрежденийĕсене çĕнетес тĕллевлĕ Программăпа килĕшÿллĕн район больницине 2011 – 2013 çулсенче 25,3 миллион тенкĕ панă. Пурлăх никĕсне çирĕплетме 12,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Стационарта кăна 87 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

1986 çулта хута янă больницăра юсав ĕçĕсем халĕччен пулман. Çурт-йĕр самаях юхăнма тытăнни пурне те пăшăрхантарнă. Халĕ акă шурă халатлисене кăна мар, ыттисене те кĕрсе тухма кăмăллă. Çитменнине, çĕнĕ оборудовани те чир-чĕре вăхăтра сиплеме пысăк витĕм кÿрет.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ муниципалитет активĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта районăн малашнехи аталану çул-йĕрне палăртрĕç. 

 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 августа 2013
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter