Пĕрлехи номер: 112

Кăçалхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен Раççейре васкавлă службăсен е хăвăрт чĕнсе илмелли пĕрлехи номер çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ. Вăл – 112 (Америкăри – 911 тата Европăри 112 номерсен тĕслĕхĕпе).

Асăннă номерпе халĕ кĕсье телефонĕпе кăна мар, пÿлĕмри (стационар) телефонпа та васкавлă пулăшу паракан службăсем патне шăнкăравлама пулать. Унччен сăнав майĕпе ку номерпе темиçе регионра, çав шутра Чăваш Енре, пĕр-пĕр пăтăрмах çинчен е полицие, е Чрезвычайлă лару-тăру министерствин регионри управленине, е “Васкавлă медицина пулăшăвĕ” учрежденине пĕлтернĕ. 112 службăн модельне йĕркелеме хăй вăхăтĕнче Канаш хулине суйласа илнĕ.

Регионсенчи сăнав ăнăçлă иртнĕ. Ку вырăна çитмелли вăхăта чылай чакарма май панă: васкавлă службăсенне – вăтамран 15 минут, коммуналлă хуçалăхсенне – 2 сехет. Чĕннĕ вырăна хăш службăн маларах çитмеллине шăнкăравлакан мар, специалист палăртать.

Кунсăр пуçне çĕнĕ электрон тытăм хыпар çитерекенĕн номерне тата вăл ăçтан шăнкăравланине “асра” тытса юлать. Малтанхи “01”, “02”, “03”, “04” номерсем те хальлĕхе – çĕнĕ тытăм ĕçлесе кайиччен, 2017 çулччен – вăйра пулĕç.

 



16 августа 2013
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter