Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хула кунĕпе саламлани

Уяв ячĕпе! Шупашкарăн хисеплĕ çыннисем!

Хула кунĕпе чи ăшă салама йышăнсамăр!

Чăваш Республикин тĕп хули – илем енĕпе тĕлĕнмелле хула, унра авалхи йăла-йĕрке тата паянхи вăхăт çыпăçуллă шайлашура тăраççĕ. Шупашкар хăйĕн нумай çулхи истори тапхăрĕнче провинцири пĕчĕк хуларан Атăл тăрăхĕнчи пысăк индустри тата культура центрĕ пулса тăчĕ.

Республика тĕп хули çулленех илемленет. Пурăнмалли çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ, ĕç центрĕсем ÿссе лараççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута каяççĕ, промышленноçпа пĕчĕк бизнес пĕр тикĕссĕн аталанаççĕ, хула çыннисен тупăшĕпе вĕсен пурнăç шайĕ лайăхланаççĕ. Патшалăх пулăшнипе нумай хваттерлĕ çуртсен, вĕсен картишĕсен чылайăшне тĕпрен юсанă. Иртнĕ çул ачасен виçĕ садикне харăсах хута янă, кăçал тата шкул çулне çитменнисем валли 1200 вырăнлăх пĕлÿ учрежденийĕ тăваççĕ, реконструкцилеççĕ.

Çапла тума влаçпа хула çыннисем пĕр чĕлхе тупса ĕçлени пулăшать. Чи савăнтаракан самант – иртнĕ çул çут тĕнчене килекенсен шучĕ 9,5 процент ÿсни тата вилекенсен йышĕ 2,3 процент таран чакни. Çак кăтартусем "Шупашкар – пурăнас, вĕренес, ĕçлес тата юратас килекен хула" чĕнĕве чăнласах çирĕплетеççĕ.

Шупашкарăн хисеплĕ çыннисем! Тăван хулана юратнăшăн, тÿрĕ кăмăлпа чуна парса ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Малашлăхра пирĕн тата пысăк ĕçсем – Шупашкар 550 çула çитнине тата Чăваш Республикин 100 çулне уявлассине хатĕрленессипе çыхăннăскерсем – кĕтеççĕ. Паянхи уяв ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр, пирĕн чĕресен ăшши вара тĕп хулана илемлĕх кÿрĕ тата чечеклентерĕ!

Сире ырă сывлăх, шанăç, телей тата ăнăçу сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                М.Игнатьев.



18 августа 2013
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter