«Çăлтăрпа пĕрле ирхи зарядкăна» Шупашкарта ирттернĕ мероприятие 30 пине яхăн çын хутшăннă

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемьипе çăлтăрпа  пĕрле ирттернĕ ирхи зарядкăна хутшăннă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнас ятпа йăлана кĕнĕ тăрăх паллă уяв мероприятине кăçалхи çул 30 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Сăмаха май калас пулсан рекордсен Гиннесc кĕнекине çырăнма заявлени те çырнă. Михаил Игнатьев Шупашкарăн çыннисене уяв ячĕпе саламланă, тăван тавралăха  юратма пĕлнишĕн, сывă пурнăç йĕркине кăмăл тăвакансене пурне те чĕререн тав сăахĕ каланă. Шупашкарта ирттернĕ массăлла спорт уявĕнче пуринпе те пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хулин ертӳçисем, депутатсем тата та ытти шайри пуçлăхем хутшăннă. Спортри хăйне евĕр вăртăнлăхĕсемпе ятарлă спортсменсем, олимп чемпионĕ Валентина Егорова, биатлонпа тĕнче шайĕнче пĕр хутчен те çеç мар çĕнсе илнĕ чемпион Александр Тихонов,  Европа чемпионĕ, бокс енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Валерий Лаптев тата та нумай спортсменсем каласа кăтартнă. Зарядкăна паллă актер тата телеведущий Виктор Логинов ертсе пынă, артиста «Пĕрле эпир телейлĕ» сериал курма юратакансем лайăх пĕлеççĕ. Тĕплĕнрех

 

 



19 августа 2013
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter