Элĕк районĕ: çĕрпе тивĕçтереççĕ

 

2011 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указ вăя кĕчĕ. Çакăнпа килĕшÿллĕн виçĕ тата ун хыççăнхи ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр лартма, хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрмалла.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта августăн 1-мĕшĕ тĕлне 19 çемье çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă.

Нумай ачаллă 7 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ, 3-шĕ хушма хуçалăх аталантарма, 4 çемье çурт-йĕр çĕклеме ирĕк илнĕ. Çĕр лаптăкĕсене ял çывăхнерех е ялăн аталану пур вырăнсенче уйăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне туллин вăя кĕртме палăртнă май çĕр лаптăкĕсем хатĕрлес ĕç малалла пырать.



19 августа 2013
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter