Артистсем халăха пуçтараççĕ

Районти агитбригадăсем хăйсен пултарулăхĕпе ял çыннисене кулленех савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть Мăн Вылă ял тăрăхне кĕрекен Атмалкасси халăхĕ те савăнăçлă концерт курчĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Пучах» агитбригада ялта пурăнакансене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Фольклор тата эстрада юррисем пурин кăмăлне те кайрĕç. В.Терентьевпа Г.Краснова тухса юрлани чуна тыткăнларĕ. Атмалкассисем тăвăллăн алă çупса артистсене тав турĕç.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Дина Александровна Кузьмина ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пама пултарчĕ. Яшсемпе хĕрсем те, ватти-вĕтти те, вăйпитти арçынсемпе хĕрарăмсем те мероприятипе кăмăллă пулчĕç, агитбригадăри çынсене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. (Элĕк районĕ)



19 августа 2013
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter