Электронлă хутшăнусем аталанаççĕ

Чăваш Енре ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусем (СМЭВ) вăй илсех пыраççĕ. Июльте кăна министерствăсемпе ведомствăсем, çавăн пекех муниципалитетсем федераллă ĕç тăвакан влаç органĕсене çак майпа 14 пине яхăн ыйту ярса панă.

Аса илтерме, 2012 çулхи июльтен влаç органĕсен урăх органсенче пур сведенисене (харпăр хăй докуменчĕсемсĕр пуçне) çынсенчен ыйтма ирĕк çук. Çак информацие регионти, федераллă тата вырăнти влаç органĕсен пĕр-пĕринчен СМЭВ пулăшнипе илмелле. Сăмахран, Росреестр республикăри влаç органĕсене куçман пурлăх объекчĕ çинчен кадастр çырăвĕпе тивĕçтерет, Пенси фончĕ – страхланă çыннăн уйрăм счет даннăйĕсене, налук служби – налуксем тĕлĕшпе парăмсем пурри-çуккине т. ыт.те.

Паян СМЭВ пулăшăвĕпе патшалăхăн тата муниципалитетăн 96 тивĕçтерĕвне илме пулать. Унта хутшăнакансем хушшинче – ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ. Чăваш ен информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусене аталантарма тăтăшах вĕрентÿллĕ семинарсем ирттерет.



19 августа 2013
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter