Шупашкарта иртнĕ уяв мероприятийĕсенче йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх те тупса палăртман

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.  Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнче мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.  2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕччен пулăшусем панă май влаç органĕсен сотрудникĕсем влаçăн федераци органĕсен электрон сервисĕсене 28780 запрос янă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче влаç органĕсен сотрудникĕсем ведомствăсен хушшинче электрон мелпе 8014 хутчен çыхăну тытнă, утă уйăхĕнче - 13874 хут. Кăçалхи çу уйăхĕнче ку енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 74-мĕш вырăн йышăннă пулсан утă уйăхĕнче республика 49-мĕш вырăна хăпарнă. Апла пулин те влаç органĕсем ыйтусене ытларах чухне электрон мелĕпе мар, çырупа яраççĕ.  Михаил Игнатьев 1 уйăх тăршшĕнче лару-тăрăва лайăхлатма, влаç органĕсен сотрудникĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе çыхăнтарассине тивĕçтерме хушнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене йышăнмалли кампани мĕнлерех пыни çинчен пĕлтернĕ. Республикăра иртнĕ çулхипе танлаштарсан аслă шкулсен шучĕ 24-ран 19-а çити чакнă.  Паянхи кун тĕлне республикăри аслă шкулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕсĕр пуçне бюджет вырăнĕсене пурне те йышăннă, унта - 61 бюджет вырăнĕ вакантлă. ЧР Вĕренӳ министерстви пысăк квалификациллĕ кадрсене экономикăн чăн секторне явăçтарас ыйтусемпе ĕçлет. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ЧР ШĔМ ертÿçи Сергей Семенов Шупашкарта Хула кунне мĕнле ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Уяв мероприятийĕсене 70 пин ытла çын хутшăннă, халăх йышлă пулнă вырăнта пĕр преступление те шута илмен. «Çăлтăрпа ирттернĕ ирхи зарядкăна» 28 пин çын пынă. Эстрада юрăçисен концерчĕсене, фейерверка 32 пин çын курма кăмăл тунă. Михаил Игнатьев хула влаçĕсене мероприятисене лайăх йĕркеленĕшĕн тав тунă. «Пултарулăх бульварĕ» проекта пурнăçа кĕртнĕ май çамрăк талантсем хăйсене кăтартма май тупнă. «Хулан çитес кунне уявлама халех хатĕрленме пуçламалла - çитменлĕхсене тишкермелле, вĕсене мĕнле пĕтересси çинчен шухăшламалла», - сĕннĕ Михаил Игнатьев.



19 августа 2013
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter