Чăваш Республикин тĕп хули 544 çул тултарнине паллă турĕ

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкар хулине 544 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятисене хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ йăлана кĕнĕ тăрăх Республика кунĕнче , тĕп урампа иртсе пынă парадри  хĕрсемпе качăсене сывлăх суннă, уяв ячĕпе саламланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектăн вырăнне çитсе килнĕ. Кăçал палăртнă проекта ертӳçĕсем  тата та ытларах илемлетнĕ. Калас пулсан иртнĕ çулсенче уява 600 яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă пулсан, кăçал вара пĕр пинрен те ытла пултаруллă яш-кĕрĕм хăйсен арт-объекчĕсен лапамĕсемпе паллаштарма пултарнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пултарулăх бульварĕн йĕркелӳçисене çамрăксен юхăмне аталантарма пулăшнишĕн, тăван хуламăра чунтан юратнишĕн тав сăмахĕ каланă. Хĕрлĕ лапамра çак кун ятарласа «Шупашкарта пурăнассăм килет!» ятпа театрла кăтартусем иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулин уявĕ çулсеренех хăнасене нумай пуçтарнине асăннă. Кашни çул хăйне евĕр илемлĕ иртет тĕп уяв. «Шупашкар халăхĕ савăнма, ыттисене те вăййа-кулла явăçтарма пĕлет, ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илет, яланах ырри патне ăнтăлать»,», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Уяв каçĕ Раççей эстрада çăлтăрĕсен илемлĕ юррисемпе тата фейерверкпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех

 



19 августа 2013
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter