Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Банк ВТБ» ОАО Президенчĕн çумĕпе Михаил Осеевскипе тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "ВТБ банк" АУО Президенчĕн çумĕпе - правлени председателĕпе Михаил Осеевскипе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков тата Шупашкарти  «Банк ВТБ» ОАО Филиалĕн директорĕ Дмитрий Фомин хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн калаçăвĕнче Чăваш Республикипе ВТБ Банкĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă. Уйрăмах банк «Çĕнĕ хула» проекта пурнăçа кĕртессипе 850 млн. тенкĕлĕх кредит илме май пани -пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун тĕлне строительсем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пурнăçласа пыраççĕ. «Çĕнĕ хулара» пĕтĕмпе 1,2 млн. квадратла метр çурт-йĕр хута кайĕ, - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Калаçу вăхăтĕнче «Мускав-Хусан – Екатеринбург» ВСМ-2 пысăк хăвăртлăхпа çӳреме май паракан чукун çул магистралне тăваси пирки ыйтăва та çĕкленĕ. Михаил Осеевский республика Пуçлăхне Чăваш Енре вĕсен  бизнесне аталанма майсем тупса панишĕн тав тунă. Хăна «НПП «ЭКРА» ООО пулса курнă хыççăн унта ĕçлекен çамрăксем пысăк ĕç укçи илнине курса тĕлĕннине палăртса хăварнă. «Паян кунта ĕçлекенсем  ĕç шыраса ытти ют çĕре кайса çӳремеççĕ, вĕсен сăлтавĕ те çук - тенĕ. «Банк ВТБ» ОАО Правленийĕн Президенчĕн çумĕ çак кунах «Букет Чуашии», «Дорис», «Сеспель» республикăри пĕрлешӳсене те çитсе килнĕ. 2013-2018 çулсенче «Банк ВТБ» ОАО Чăваш Республикинче 2009-2020 çулсенче халăхсене таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă тĕллевлĕ программăна хутшăнма палăртни çинчен хыпара пĕлтернĕ.



02 августа 2013
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter