ВСМ2 федераллă проекта пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсене пăхса тухнă

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту: Мускав-Хусан пысăк хăвăртлăхпа çӳремелли магистралĕн проектне пурнăçа кĕртесси.  Канашлура «Мускав-Хусан-Екатеринбург» ВСМ2 магистралĕн çулĕ Чăваш Республикин территорийĕ урлă  130 км  йышăннине палăртса хăварнă. Объекта хута яма 150 млрд. тенкĕ кирлине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине тата çавăн пекех Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствине кĕске вăхăт хушшинчех нормативлă ĕç хучĕсене йĕркелесе çитерме хушса хăварнă. Пысăк хăвăртлăхпа çӳремелли чукун çул магистралĕ иртекен çĕрсемпе туллин усă курма май паракан ĕçсене те йĕреклемеллине палăртнă.  

 



02 августа 2013
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter