Упрдор «Волга» ФКУ йĕркелесе янăранпа 70 çул çитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

 Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Упрдор «Волга» ФКУ  70 çул тултарнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Управленийĕн ĕçченĕсем, сумлă хăнасем, тата çавăн пекех организацийĕн çывăх юлташĕсем пухăннă. Упрдор «Волга» ФКУна йĕркелесе янăранпах, вĕсем 70 çул хушши ĕнтĕ федераллă автомашина çул-йĕрĕсене пăхса тăраççĕ. Управлени çулран çул çул-йĕр сооруженийĕсене çĕнетсе пырса, çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕрсемпе мĕн-пур халăхăн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать.  Паянхи кун тĕлне Упрдор «Волга» ФКУ 1235 км чухлĕ федераци пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре пăхса тăрать. Вĕсен çинче 142 мост тата 11577 погонла метр тăршĕ  путепровод шутланать. Çирĕплетнĕ çулсем Чулхула, Ульяновск, Самара облаçĕсем тата Чăваш, Мордва, Тутарстан Республикисем урлă иртеççĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çул-йĕрсен пайĕ  экономикăна аталантарма май паракан хушма  пысăк пĕлтерĕшлĕ импульс пулса тăнине каланă. «2013 çулта «М7-А151» çул-йĕрсен федераллă сетне рекнострукципе модернизаци ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме республика 5,5 млрд. тенкĕ хывнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинчи мĕн-пур ялсем патне çитме асфальт çулсем сарнине те асăннă. Хăйĕн сăмахĕнче çул-йĕр тытăмĕнчи ĕç династийĕн сумлă çыннисене те тав сăмахĕ каланă. Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр вуншар çул та ытла тăрăшса ĕçлени паян та пархатарлă пулнине каласа хăварнă. Уяв мероприятийĕнче Управленийĕн ĕçчен алăллă çыннисене патшалăхăн наградисене парса чысланă. Михаил Игнатьев Управленийĕн Ертӳçине Сергей Гаврилова Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ сехете парса чыс тунă. Федерацин çул-йĕрсен агенствин проектсем хатĕрлекен Управленийĕн Пуçлăхĕ Сергей Чурилов коллектива çĕнĕ вăй-хал суннă, çĕр-шыва кирлĕ пархаталă ĕçсем пурнăçланишĕн чĕререн тав туса Упрдор «Волга» Ертӳçине Сергей Гаврилова  ĕçри çитĕнӳсемшĕн тата Управление -70 çул ячĕпе Федерацин çул-йĕр агенствин Хисеп грамотине парса чысланă. Уяв каçне чăваш эстрадин çăлтăрĕсен илемлĕ юрри-ташшисем илем кӳнĕ.  Тĕплĕнрех

 



02 августа 2013
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter