Елчĕк районĕ: хĕрÿллĕ поэт: Турхан Энтри

Кашни ÿсĕмри çын ачалăхĕнче асра юлакан ятсем пулаççĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче чăваш поэзинче Турхан Энтри ăнăçлă ĕçлет. Унăн сăввисенче çĕнĕ шухăш-туйăмсемпе сăнарсем тухса тăраççĕ.

Андрей Васильевич Турхан поэт, куçаруçă çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Ặна халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăра «Турхан Энтрийĕ – 125 çулта» краеведени сехечĕ иртрĕ.

Краеведени уйрăмĕн ертÿçи поэт кĕнекисен куравĕпе вулакансене паллаштарчĕ.

Турхан Энтри (Андрей Василевич Турхан) 1888 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Турханта вăтам хресчен килйышĕнче çуралнă. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкулсенчен вĕренсе тухсан, 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕрет. Совет саманинче вăл Мускаври ют çĕршыв чĕлхисен пединститутĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Хăй ĕмĕрне ытларах шкулта ĕçлесе ирттернĕ.

Литература ĕçне Хусанти çулсенче хастар тытăнать, куçару ĕçне пикенет: Мольерăн «Хытă» комедине (1905), Е.Боголюбовăн «Спартак» ятлă историллĕ очеркне (1906), вырăс халăх юррисене куçарать. 1917 çулта чăваш халăхĕн кĕске историне çырать. Вăл революци юррисене куçарнă («Интернационал», «Варшавянка» т.ыт.те). Турханăн «Тĕпсакай» пьеса пур (1920). Вăл К.Тетмайерĕн «Хресчен ирĕклĕхĕшĕн» калавне куçарса кăларнă (1926). Унăн хайлавĕсемпе куçарăвĕсем юлашки вăхăтра чăваш пичечĕнче нумай кун çути курчĕç.

1957 çулта пенсие тухнă, каярах хăйĕн çемйипе Патăрьельне куçса кайнă. 1972 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Патăръелте вилнĕ.

Çакна калас пулать: Турхан Энтри çырнисене пурне те тупса пĕтермен-ха. Вăл хăйĕн хайлавĕсене тĕрлĕрен псевдонимпа алă пусса кăларни те пулнă. Сăмахран, «Чăн чăваш», «Чăваша юратакан», «Нахрут», «А.Мăнах» ятпа алă пуснисем паллă.

Библиотекăна пухăннă вулакансем паллă ентешĕпе кăсăкланчĕç, вăл çырнă кĕнекесене хапăлласах илчĕç.



20 августа 2013
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter