Раççейре население вăй-хал воспитанийĕ парассипе хальхи пурнăçпа тан тата эффективлă патшалăх системи пурнăçланĕ

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ĕç ушкăнĕн ларăвне хутшăннă. пĕтĕм Раççейĕпех физкультурăпа спорт комплексĕсене аталантараса граждансене вăй-хал воспитани парас, тата çакăн пекех йышлă спорта аталантарассин ыйтăвĕсене тишкернĕ. Тухса калаçакансем хăйсен сăмахĕсенче патшалăх политикин социаллă уйрăмĕнче спорт ыйтăвĕ чи пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварнă. Юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси ырă енне улшăнни куç кĕретех. Чи малтанах ку палăртнă кăтарту - спортăн пурлăхпа техника базине, нормативлă праваллă, хатĕрленӳ, ăслăлăх вĕрентĕвĕ тата спорт юхăмне сарасси çине тимлĕх уйăрнипе çыхăннине палăртмалла. Кунпа пĕрлех Раççейри граждансем сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен хисепĕ курăмлăнах ӳсни палăрать. 2020–мĕш çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацийĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассин стратегийĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх программипе  пĕрле халăх хушшинче куллен спорта çӳрекенсен хисепĕ 2020-мĕш çул тĕлне 40 процента, вĕренекнсем хушшинче 80 процента çити çитмеллине асăнса хăварнă. Ыйтăва пурнăçлас тесессĕн Пĕтĕм тĕнчипех физкультурăпа спорт комплексĕсене сарасси. Комплексăн тĕллевĕсем: спортпа явăçтарса сывлăха çирĕплетесси, патриотизмла воспитани парасси, çынлăха вĕрентесси, Раççейри граждансен пурнăçне лайăхлатса ăна ырă енне улăштарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси тата ыттисем те. Палăртнă тăрăх, пĕтĕм тĕнчери  физкультурăпа спорт комплексĕсем икĕ пайран тăма шантараççĕ: нормативлă тест йĕркелекеннисем тата спорта аталантарма май параканннисем.  Кунсăр пуçне спортри тĕрлĕ шайри ӳсĕмсем тума вĕрентесси. Паянхи куна çĕр-шывра 262 пин спорт сооруженийĕ шутланса тăрать. Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре 331 пин штатра тăракан çын 170 учрежденисемпе предприятисенче вăй хурать. Çĕр-шыври пĕтĕм халăх йышĕнчен куллен спорта çӳрекенсем 32 млн. çын, вăл - 22,5 процентпа танлашать. Чăваш Енре физкультурăпа спорт комплексĕсене хута ярассин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Республикăри пур районсемпе хуласенче те  объектсем пур, вĕсем пурĕ - 24. Тĕллевлĕ ĕçлесе пынине кура, Чăваш Енре спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси - 39,9 процент, Раççейре вăтам кăтартăва палăртас пулсан -25,1 процент, ПФО – 28,2 процент шутланать. Паянхи куна куллен спорта çӳрекенсен хисепĕн кăтартăвĕ Чăваш Енре 30,7 процентпа танлашать.(Раççейре - 22,5, ПФОра – 24,6 процент). Раççей регионĕсем хушшинче Чăваш Республикин кăтартăвĕ малтисен  шутĕнче. Физкультурăпа спорт комплексĕн иккĕмĕш тапхăрĕпе Шупашкарта универсаллă учрежденисем хута кайĕç, паянхи кун тĕлне пĕр ФСК çĕклесе лартса хута янă, икĕ комплекс хăпартса лартассипе ĕçлеççĕ, малашнехи тапхăрта çакăн пекех тепĕр икĕ объект хута яма палăртса та  хунă. Кунне пиллĕк пин çынна спорта хутшăнтарма май парасса шантарать. Физкультурăпа спорта аталантарма май паракан инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Маунтинбайк валли хатĕрлеме пулăшакан Шупашкарта пĕртен-пĕр Раççей шайĕнчи центр хута кайĕ. Малашлăхра ухăпа тĕл  перессипе, биатлонпа вăй хумалли центрсем хута яма шутласа хунă. Çĕнĕ йышши объектсене хута ярсассăн тата та вăйлăрах халăха спорта явăçтарса май парасса шантарать. Физкультурăпа спортăн эффективлă политикине тытса пыни, çынсен пурнăç шайне лайăхлатса пырса демографи лару-тăрăвне  ырă енне улшăштарма пулăшать. Юлашки ултă çул хушшинче  вăхăтлăха ĕçлеме юраманнисен хисепĕ 1,5 хут чакнă. Чĕрепе аптраса вилекенсен шучĕ 16 процент чухлĕ сахалланă. Тĕлĕнмелле лайăх кăтарту – республикăра юлашки 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут çуралакансен йышĕ ӳсни савăнтарать.  Лару вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Хăйĕн сăмахĕнче Пĕтĕм тĕнчери физкультурăпа спорт комплексĕсене хута яни - йышлă спорта аталантарма май панине палăртнă. «Хăй вăхăтĕнче ГТО нормисене вăя кĕртсен, чăннипех те вĕсене савăнса пурнăçлаттăмăр. Пĕр-пĕрин хушшинче ăмăрткаланисем те пулнă. Халĕ вĕсене тепĕр хут Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушнипе тепĕр хут вăя кĕртме палăртаççĕ. Ку паллах спорта юратакансемшĕн питĕ лайăх япала, çынсем кăна чăннипех те кĕтеççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Тĕслĕх вырăнне Михаил Игнатьев çăлтăрпа пĕрле ирхи зарядкăна çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хула кунĕнче ирттернĕ пулăма 30 пине яхăн çын хутшăннине, çав вăхăтрах мероприятие йĕркелекенсем 15 пин çын тухасса çеç шаннине асăнса хăварнă Пуçлăх. Тĕплĕнрех

 



20 августа 2013
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter