Тăвай районĕ: малашлăх ĕçсене палăртнă

Район администрацийĕнчи ĕç эрни черетлĕ планеркăран пуçланнă. Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх валли задачăсем палăртнă.

Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ял хуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарнă. Августăн 19-мĕшĕ тĕлне районĕпе 7300 гектар тырă вырса çапнă, 11970 тонна çапса илнĕ. Пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 16,4 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсем тырă çапассине вĕçленĕ. Кĕр тыррисем акма 2000 гектар çĕр хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлеççĕ.

Хальхи вăхăтра Тăвай ялĕчи Ленин проспектĕнчи 22, 52, 54 номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче хваттерсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе ĕçлеççĕ. Асăннă проспектри 28, 46, 48 номерлĕ çуртсенчи проектсемпе те килĕшсе татăлнă, вĕсенче пурăнакансемпе газпа тивĕçтерессипе килĕшÿсем тăваççĕ. 22, 44 çуртсенче пурăнакансемпе те ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çакăн пирки администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев пĕлтернĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсем вара çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитессипе тимлеççĕ – çакăн пирки вĕрентÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенова каласа панă, ĕçсене тишкернĕ. Августăн 27-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче вĕрентÿре ĕçлекенсен районти августри конференцийĕ иртĕ.

Августăн 21-мĕшĕнче – пĕрлехи информаци кунĕ. Унăн темисем – уйри ял хуçалăх ĕçĕсем; Чăваш Республикинчи халăх сывлăхĕ; “Чăваш Республикинчи вĕренÿ çинчен” ЧР саккунне пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикинчи вĕренÿ аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем; ЖКХ объекчĕсене 2013–2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси.

Района ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килĕ. Информаци ушкăнĕсем ялсенче пулса халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулĕç, ыйтусем çине хуравсем парĕç.

Планеркăра районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, пушар надзор пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов тата районти больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова хăйсен иртнĕ эрнери ĕçĕ-хĕлĕпе информацисем туса панă.

Ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.



20 августа 2013
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter