Çул çинчи куçăм – ачасен куçĕпе

Наци библиотеки тата ача-пăча писателĕ, тĕнчери тата Раççейри конкурссене тăтшах хутшăнакан Елена Светлая (проект авторĕ) “Чăваш Енри çамрăк çурран çÿрекенсем” социаллă проект тăратнă. Вăл çул-йĕр куçăмĕн йĕркисене сарассипе тата çул-йĕр инкекĕнчен сыхланассипе çыхăннă.

Çав тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри – “Çул çинчи куçăм йĕркисем – ачасен куçĕпе” республикăри конкурс, вăл 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Республикăра пурăнакан 5 çултан аслă мар ачасем конкурса сăвăсем, калавсем, такмаксем, ÿкерчĕксем, кулăшсем, стена хаçачĕсем тата ытти пултарулăх ĕçĕсем тăратма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисем кашни ачан пултарулăхне туллин шута илме май параççĕ.(Тăвай районĕ)

ЧР Культура министерствин сайтĕнчен.



20 августа 2013
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter