Хула кунĕ кăмăла çĕклерĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули 544 çул тултарнине халалланă мероприятисене хутшăнчĕ. «Шупашкар халăхĕ савăнма, ыттисене те вăййа-кулла явăçтарма пĕлет, ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илет, яланах ырри патне ăнтăлать», - терĕ вăл тĕп хула çыннисене тата хăнасене саламланă май.

Йăлана кĕнĕ спорт тата сывă пурнăç йĕркин «Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядкăна» уява кăçал 30 пине яхăн çын тухнă. Çак хисеп ку пулăм рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕме пултарассине кăтартать. Ирхи зарядкăна паллă актер В.Логинов /çынсем ăна «Счастливы вместе» сериал тăрăх пĕлеççĕ/ ертсе пычĕ.

Хĕрлĕ лапамра иртнĕ спорт уявне республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çемйипе, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хула ертÿлĕхĕ, депутатсем хутшăнчĕç. Михаил Васильевич хула çыннисене тата хăнасене тăван тăрăха юратнăшăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăннăшăн тав турĕ. Биатлон енĕпе тăватă хут Олимп чемпионĕ, вун пĕр хут тĕнче чемпионĕ А.Тихонов, Олимп чемпионки В.Егорова, бокс енĕпе наци ăмăртăвĕн икĕ хут чемпионĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ В.Лаптев тата ыттисем хăйсен спортри çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартрĕç.

Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çемье çавăракан мăшăрсен парадне хутшăнакансене те саламларĕ, телейлĕ те тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх сунчĕ. Унтан «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект лапамĕсене çитсе курчĕ. Пĕлтĕр тĕп хула урамĕсенче 600 яхăн çын хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Кăçал вара вĕсен йышĕ пинрен те иртнĕ. Михаил Игнатьев арт-проект йĕркелÿçисене çамрăксен юхăмне аталантарма тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Хула кунĕнчи курăмлă тепĕр пулăм - джигитовка. Вăл «Шупашкар: 500 çул» паркра иртрĕ. Чылайăшĕшĕн лаша - киленÿ çеç мар, пурнăç тĕллевĕ те. Ăста юлан утçăсем пурнăçлакан пируэтсене, гимнастика тата акробатика хусканăвĕсене курсан тĕлĕнмесĕр пултараймастăн. Лашана «çăварлăхлакансен» йышĕнче хĕрсем те пур. Чи çамрăкки - 11 çулти Глория. Вĕсем юратнă учĕсемпе темĕн тĕрлĕ хускану та турĕç. Джигитовка ăстисем шыва, çулăма, пăхăр пăрăхсене çăмăллăнах «парăнтарма» пултарнине кăтартса пачĕç. Хĕрлĕ тÿремре театр коллективĕсем «Шупашкарта пурăнассăм килет!» проектра хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шупашкар хулин çуралнă кунĕ Раççей эстрада юрăçисен концерчĕпе тата уяв фейерверкĕн йăлтăртатăвĕпе вĕçленчĕ. (И.Сергеева)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 августа 2013
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter