Элĕк районĕ: мăшăрсен пултарулăхĕ пысăк

Вăрманкас ялĕнче ĕçчен те кăмăллă хĕрарăм Зоя Владимировна Николаева пурăнать. Вăл килти хушма хуçалăхра аппаланма юратать. Алли ылтăн тейĕн, çыхма ăста. Картинăсем те тăвать. Юрлама та, ташлама та пултарать. Унăн мăшăрĕ Анатолий Лапсарти ПМК-ра водительте ĕçлет. Канмалли кунсене яла таврăнать, тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Арçын – ăста купăсçă. Мăшăрсем икĕ хĕрпе пĕр  ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Владимир ывăлĕ çара кайса килнĕ хыççăн тĕп хулара ĕçе вырнаçнă. Николаевсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен ачисем те пултаруллă.

А. ГОРШКОВ.



21 августа 2013
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter