Элĕк районĕ: хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ

Ехремкасси тăрăхĕнчи хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл япăх мар туса илчĕç. Ку ĕçпе аппаланакансем вара сахалах мар. Акă Качалавра кăна хурт-хăмăр ĕрчетессипе вунă çын ĕçлет. Андрей Грачевпа Никодим Семенов пыл хурчĕсене нумай тытаççĕ. 
Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Юлашки вăхăтра Ехремкасси ял тăрăхĕнче пыл туса илекенсем йышланса пыраççĕ. Ассакассинче Кузьминсен çемйи те хурт-хăмăрпа аппаланма юратать. Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов та ăста хурт-хăмăрçă. Вăл ыттисене кирлĕ сĕнÿ-канаш пама та пултарать. Унран вĕренмелли вара пурах.

С.ТИМОФЕЕВ.



21 августа 2013
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter