Пĕве юсанă

Шыв – пурнăç тыткăчиех. Ял çынни пушшех те унсăрăн пурăнаймасть. Пахча-çимĕç ÿстерме те, хур кăвакал усрама та кирлĕ ялти пĕве-çырмасем. Какаç ялĕнчи Макаç пĕве пуçĕ темиçе çул каяллах шывпа йăшса татăлса кайнăччĕ. Шырланланма та пуçланăччĕ, шыв виçи те палăрмаллах чакнăччĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче пысăк пĕве типсе ларас хăрушлăх та тухса тăнăччĕ. Çулсеренех 100 пуç хур тытакан Антоновсене уйрăмах пăшăрхантарнăччĕ çак çивĕч ыйту. Иртнĕ кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуçалăхран ятарласа трактор ыйтнă. Хăйсен шучĕпех Макаç пĕве пуçне юсаттарнă, шырланланма ĕлкĕрнĕ вырăна тĕксе тикĕслеттернĕ. Ултă теçеткери арçын палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра пĕве пуçне шыв юхма пысăк тăрпа хурасшăн.(Элĕк районĕ)



21 августа 2013
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter