Раççейре тупăшаççĕ

«Химик-Августăн» çамрăксен команди (1998 çулта çуралнисем) Чулхуларан черетлĕ çĕнтерÿпе таврăнчĕç, ку хулари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командине 2:1 шутпа парăнтарчĕç. Çапла майпа вăрнарсен команди Раççей первенствин «Атăлçи» зонинче «А» ушкăн пайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Пирĕн ушкăнра сакăр команда тупăшрĕ: иккĕшĕ Чулхуларан, Саранск, Дзержинск, Йошкар-Ола, Чулхула облаçĕнчи Выкса, Киров хулисенчен.

«Химик-Августăн» умра тата виçĕ вăйă. Августăн 24-мĕшĕнче тата сентябрĕн 5-мĕшĕнче вăл «Химик» стадионра Дзержинскри «Химик» тата Выксăри «Металлург» командăсене йышăнать, августăн 30-мĕшĕнче вара Киров хулине тухса каять, кунти «Динамо ДЮСШ 5» командăпа тĕл пулать.

Кăçал çамрăк химиксен ăмăртусен татса паракан шайне тухма тата Атăлçи федераци округĕн чи лайăх сакăр команди йышне кĕме шанăç пур. Пирĕн ушкăнри фаворит – Саранскри «Мордовия» команда, вăл икĕ вăйă сиктернĕ. «Химик-Август» командăн тренерĕн Александр Борисович Строгановăн вĕренекенĕсен юлнă вăйăсенче 9 очко выляса илмелле, çапла вĕсем Раççей ăмăртăвĕн тепĕр тапхăрне тухĕç.

Августăн 17–24-мĕшĕсенче Пушкăртстанри Стерлитамак хулинче футбол енĕпе 1998 çулта çуралнă ачасем хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Колосок» ăмăртусем пыраççĕ. Вăрнарсем ку турнирăн регионти тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.

Раççейри тупăшура 16 субъектри командăсем тăватă ушкăнра тупăшаççĕ. «Химик-Август» çак кунсенче Пенза тата Новосибирск облаçĕсен командисемпе тĕл пулĕ. Вырсарни кун вăл Курган облаçĕн командине 2:1 шутпа парăнтарнă. Тунти кун Пенза облаçĕн командипе вăйă никам çĕнтерейменнипе – 1:1 шутпа – вĕçленнĕ.

Стерлитамакри турнирта Вăрнар, Пăртас, Ярмушка, Аçăмçырми тата Кĕçĕн Кипек ачисем выляççĕ.

Е.ЗАХАРОВ, «Химик» спорт клубĕн председателĕ.



21 августа 2013
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter