Михаил Игнатьев Шупашкар инфратытăмĕн реконструкци тата çĕнĕрен çĕкленекен объекчĕсемпе паллашнă

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул саракансен ĕçĕн пахалăхне пăхса çаврăннă, çула май  республикăри предприятисене те çитсе килнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн çул çӳревне База тăкăрлăкĕнчен тытăннă, унти автомагистрале пăхса çаврăннă. Темиçе çул хушши ĕнтĕ кунти çулпа ытларах хулан тĕп урамĕсемпе çӳрес мар тесе, йывăр тавар турттаракан транспортсем усă кураççĕ. Палăртнă лаптăка 1,3 км тăршĕ çула реконструкцилеме пĕлтĕр тытăннă, кăçалхи çул пĕтĕмпех ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те. «Чувашавтодор» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директор ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Виктор Разумов иртсе çӳремелли çул тватă пайлă (4 йĕрлĕ) пулнине каланă.  Çул лаптăкне çутăпа та пĕтĕмпех тивĕçтернĕ, çурран иртсе çӳрекенсем валли ятарлă вырăнсем пур, çул айăккисене илем кӳртессипе те тимлĕн ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче хулара çак пĕртен-пĕр предприяти хăйне шанса панă ĕçе вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçланине асăннă. Чи малтанах палăртнă тăрăх, çул проекчĕпе килĕшӳллĕн хакĕ -220 млн. тенкĕ пулнă, подрядчик ĕçе 186 млн. тенкĕпех саплаштарса пурнăçланине пĕлтернĕ. Иван Яковлев проспектĕнче республика Пуçлăхĕ 2,5 км чухлĕ реконструкци туса саракан автомашина çулĕпе кăсăкланнă.  Кунта çул вокзал патĕнчен пуçласа Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх патне  çитичченхи çавракана, унтах МТВ-центр районĕнчи çĕр айĕпе çурран каçса çӳремелли вырăнти юсав ĕçĕсене те пăхса çаврăннă. Кунти çулсене сарма  кăçал çĕртме уйăхĕнче тытăннă пулнă. Ĕçе 2014 çул тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртса хунă. Çул проекчĕ тăрăх унăн хакĕ 680 млн. тенкĕ. Паянхи куна ĕçе 100 млн. тенкĕллĕх пурнăçланă та ĕнтĕ. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, кăçалхи çул республикăн çул-йĕр фондне çулсене юсама 2,8 млн.тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. «Хулари çулсене реконструкцилени çурран çӳрекенсемшĕн те, водительсемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. И.Яковлев проспектĕнчи каçса çӳремелли çула сарни граждансен асăрхануллăхне ӳстерме пулăшать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев 2-мĕш  мунчан шăпипе те кăсăкланнă. Паян кунта  çурта реконструкцилеççĕ. Каласа хăвармалла, мунчана 1983 çулта хута янăранпа пĕрре те юсав ĕçĕсем туса ирттермен. 2013 çулта тĕпрен çĕнетсе юсав ĕçĕсем тăвассине тĕпе хурса çурта пĕтĕмпех çĕнетсе ылмаштарма палăртса хунă.  Мунчан хуçи Елизавета Михайлова юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн тӳрех халăх йышĕ курăмлăнах ӳсме пултарнине асăннă. Енчен те малтанласа харăсах  70 çын çеç кĕртме пултарнă пулсан, халĕ вара вĕсен йышĕ 150 çынна та çитме пултарассине каланă. Çурта юсакан «Сывлăх»  предприятийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Антонов паянхи кун тĕлне мĕн палăртса хунинчен 50 процент ĕçе пурнăçланине каланă.  Кăçалах раштав уйăхĕн пуçламĕшĕнче хута ярассине те палăртнă. Республика Пуçлăхĕ «Спартак» сывлăха çирĕплетекен физкультурăпа спорт комплексĕнче пулнă. Халлăхе кунта монтаж, çиелтен кирпĕч хумалли  ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Объектра ытларах шалти ĕçсене пурнăçламалли юлнă. Шупашкарти физкультурăпа спорт комплексне 2013 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче хута яма калаçса килĕшнĕ. Михаил Игнатьев строительсене ФОК умĕнче машинăсем лартмалли вырăнсем ытларах пăхса хăвармаллине асăрхаттарса хăварнă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев хăйĕн çул çӳревне вĕçленĕ май, Шупашкарти   «Вавилон» макарон тата пылак çимĕç  хатĕрлесе кăларакан фабрикăна çитсе килнĕ. Палăртнă предприятинче 400 яхăн çын тăрăшать. Фабрикăра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем вырнаçтарнă, ку паллах пахалăхлă таварсем калăпласа кăларма пулăшать. Вафлисем кăларакан уйрăмра ятарлă нимĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнă, унсăр пуçне суфле десерчĕсем хатĕрлемелли уйрăм та хăйне евĕр, паха технологине пăхăнса ĕçленине асăрханă. Фабрикăра 23 тĕслĕ макаронсем хатĕрлеççĕ,  тĕрлĕ йышши печенисем, 15 тĕслĕ вафли,   5 тĕслĕ пылак шыв тата ытти нумай таварсем калăплассипе тимлеççĕ. Çулталăкне фабрика 7 пин тонна макарон хатĕрлесе кăларать. Юрий Николаев - фабрикăн генеральнăй директорĕ республикăра 35 процент чухлĕ макарон тата 25 процент пылак çимĕç вырнаçтарса сутнине  асăнннă, ыттисене  çĕр-шыври юнашар регионсене ăсатнине каланă. Михаил Игнатьев çивĕч тата суя мар конкуренцие пула туянакансем пĕтĕмĕшле паха тавар илме пултарнине палăртнă. Тĕплĕнрех



21 августа 2013
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter