1968 çулта, Кивĕ Шелттемри сакăр класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕ

 Иртнĕ канмалли кун Маяк ялĕн кафе-столовойĕнче, 1968 çулта, Кивĕ Шелттемри сакăр класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕ иртрĕ.  Калас пулать, тĕлĕнмелле ăшă та, чуна хумхантаракан тĕлпулу пулчĕ вăл. Унтанпа, тăван шкулпа сыв пулашнăранпа, 45 çул иртсе кайнă, 8 «а» тата 8 «б» классем вĕреннĕ вăл вăхăтра. Хăшĕ-пĕрисем çакă çулсем хушшинче пĕрре те пĕр-пĕрне курса калаçман.     45 çул – сахал вăхăт мар.  Вĕренсе тухнисем пурте сăнран та, кĕлеткерен те самаях улшăннă. Мĕн тăвăн, вăхăт иртет, вăхăт шăвать, вăхăт хăйĕннех тăвать.  Анчах та чунĕсем вĕсен çав-çавах çамрăк.  Шкул çулĕсем – ăçтан манăн вĕсене. 40, 50, 60 çул иртсен те кашниех ăна темле асамлăхпа аса илетпĕр.  Тĕлпулу каçĕнче кашниех чун-чĕре ăшшипе ачалăха, шкулта вĕреннĕ çулсене аса илсе калаçрĕç. Шкул урокĕсене, ăс панă вĕрентекенсене чи ăшă сăмахсемпе аса илчĕç. Çак тĕлпулура пурин куçĕсем те савăнăçпа çиçрĕç, çутă куççуль тумламĕсем те йăлтăртатрĕç. Аса-илÿ кĕнекине çырас пулсан çав каç самаях хулăн калăпăшлă кĕнеке çырăначчĕ пулĕ. Пĕрремĕш хут шкула кайнине, пĕрремĕш лайăх паллă илнине, савăнăçлă походсем, экзамен кунĕсем - пĕрне те асран кăларман  уяв хăнисем. Паллă ĕнтĕ, çын мĕн чухлĕ пурнăçа пурăнса ирттерет, çавăн чухлĕ иртсе кайнă ачалăх, çамрăклăх кунĕсем хаклăрах та хаклăрах пулса тăраççĕ. 45 çул хушшинче пурăннă пурнăç çинчен, çемье, ĕç, çитĕнÿсем çинчен те каласа памалли кашнийĕн питĕ нумай пуçтарăннă. 

  Çак тĕлпулăва ăçтан кăна пуçтарăнман-ши хаклă хăнасем: Мускав, Тюмень, Ростов, Омск, Одесса, тĕп хуламăр Шупашкартан, Саратовран, Тверь облаçĕнчен, Белоруссирен, Мари Эльрен, хамăр республикăра вырнаçнă ялсенчен килсе çитнĕ вĕсем -   инçет çула кĕскетсе,  ĕçри, кильти ĕçсене хăварса. Калас пулать, магнит пекех туртрĕ вĕсене çак тĕлпулу. Çапла пулмасăр, пĕрле ÿснĕ тантăшсене кашнийĕнех куç пек  курса калаçас  килнĕ. Тата инçетре пурăнакансене тăван ене килсе курма та  питĕ меллĕ пулчĕ – уяв пуçланиччен тăван ял урамĕсемпе киленсе утрĕç, ял хитреленсе, илемленсе кайнишĕн мĕн тери савăнчĕç. Ялти культура çуртне, вулавăша, шкула, ача-пăча спорт шкулĕсене кĕрсе курчĕç. Тĕлĕнмелли хăнасемшĕн çак кун, темĕн чухлех пулчĕ.  Ăшă тĕлулăва Русь Р.М. тата Филиппова Т.Ф. вĕрентекенсем килни савăнтарчĕ. Вĕсем хăйсем вĕрентсе кăларнă ачасем çинчен  аса илсе калаçнине итлеме çав тери кăмăллă пулчĕ.

  Çак ăшă тĕлпулăва пухăнма Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан Павлова Лидия Петровна тăрăшнă. Лидия Петровна нумай çул хушши ялти культура çурчĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Петр Михайловичпа ял халăхне концерт-спектакль кăтартса нумай савăнтарнă. 2005 çулта культура керменне çĕнетес ĕçре вĕсен тÿпи çав тери пысăк. Тĕлпулу каçĕнче хаклă хăнасене пĕрре те тунсăх пулмарĕ. Уяв тăршшĕпех вĕсемпе пĕрле Шелттем культура çурчĕ çумĕнчи «Тантăш» фольклор ушкăн тата сасă операторĕ Максимов Ю.С. пулчĕç. Тĕлпулăва пуçтарăннисем юрласа-ташласа, выляса-кулса, тĕрлĕ интереслĕ конкурс-вăйăсене хутшăнса савăнчĕç.  Нумая тăсăлчĕ хаваслă та хумхантаракан тĕлпулу каçĕ. Тепĕр пилĕк çултан çак вырăнтах, çак вăхăтрах пĕрле тĕлпулма калаçса татăлса уява пухăннисем пĕр-пĕринпе ăшшăн  сывпулашрĕç.



22 августа 2013
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter