Михаил Игнатьев вĕренӳпе ăслăлăх ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă службин ертӳçипе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳпе ăслăлăх ĕçĕнчи асăрхавĕн федераллă службин ерӳçипе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă. Сумлă хăна Шупашкара педагогика ĕçченĕсен республика шайĕнче ирттерекен конференцин ĕçне хутшăнма килсе çитнĕ. Тĕл пулура республикăн вĕренӳ тытăмĕнчи ыйтусене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев педагогика ĕçченĕсен  ĕç укçине тапхăр-тапхăррăн ӳстерсе пыни çинчен каласа кăтартнă. Çакăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри шкулсене авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пурне те хатĕрлесе çитересси пирки асăннă. Сергей Кравцов республикăра вĕренӳ тытăмĕ пĕр тан лайăх аталанса пынине палăртнă. Чăваш Ен тĕрлĕ федераллă поектсенче тăтăшах хутшăннисене аса илсе хăварнă. Ялсенчи вĕренĕве аталантарасси тата ăна йĕркелесе пырассин коплекс аталанăвĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн ытти субъектчĕсенече тĕслĕх вырăнне усă курма юранине палăртнă. Сергей Кравцов Шупашкарти ачасен çуртне çитсе килнĕ хыççăн, учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пысăк хак панă, унта ĕçлекен педагогсемпе ачасен пурнăç условипе ĕç вырăнне питĕ лайăхпа ырланă.  Тĕплĕнрех



22 августа 2013
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter