Муркаш районĕ: ĕçлекен çеç йывăрлăха çĕнейрет

Вăхăт кĕр еннелле сулăнма пуçлани хĕл сиввисем те хăйсем пирки аса илтернине систереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраканшăн хăйне евĕр йывăр вăхăт темелле çак тапхăра. Унччен вăхăт пур-ха тесе паян витесемпе сарайсене хĕле хатĕрлесси çине те алă сулмалла мар. Тĕп ĕç вăйĕсем вырмара тата ытти кĕрхи ĕçсенче пулнине пăхмасăрах вырăнсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тата фермăсене хĕле хатĕрлессипе те ĕçсене ыранхи куна хăварассинчен асăрханмалла. Кая юлсан - каю шăтать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе утă уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 21-мĕшĕччен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи фермăсене хĕле хатĕрлессипе уйăхлăх ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн тепĕр уйăх хушши вара фермăсем хĕле хатĕрленнине тĕрĕслессипе ятарлă комисси ĕçлĕ.

 Иртнĕ юн кун, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче, вырăнсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе епле вăй хунине пăхассипе тĕрĕслев пуçланчĕ. Асăннă кун рейд ушкăнĕпе эпир Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн Çурлатринчи, Чапаев яч. хис. кооперативăн Отарккăри, Чкалов яч. хис. хуçалăхăн Исетерккĕри сĕт фермисене, «Путь Ильича» агрофирмăн Мăн Шаптакри сĕт комплексне çитсе куртăмăр.

Малтанах эпир Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕмĕр. Çурлатринчи мăйракаллă шултра выльăхпа сумалли ĕнесем тăракан фермăра ирхи ĕç шавĕ лăпланнăччĕ ĕнтĕ. Хуçалăхри выльăх тухтăрĕ тата техник-осеменатор А. Васильева  пире фермăра кĕтсе илчĕ.

- Татса памалли ыйтусем пур-ха. Анчах пуринчен те пĕлтерĕшлĕреххи - кадрсем çителĕклĕ марри. Паян пире тĕпрен илсен ĕне сăвакансем çитмени ура хурать. Çак ĕç валли эпир паян пĕр шухăшлă çамрăксене шыратпăр. Малашлăха шанса ĕçлеме килекенсем валли хуçалăхра ĕç условийĕсем меллĕ пулĕç, - ыррине шанса калаçать выльăх тухтăрĕ.

Ырă шухăшсем пурри лайăх, анчах вĕсене вăя кĕртме сарайсенче юсав ĕçĕсем ирттересси, сĕт завочĕсене пысăкрах пахалăхлă  продукци ытларах сутасси кун йĕркинче тăрать. Сарайсем çирĕп, ферма вырнаçнă вырăн лайăх, выльăхсем ытларах тытма та условисем пур - çанă тавăрса ĕçлемелле çеç. Пурнăç çине хуçалларах пăхса çĕнĕлĕхсене ытларах çул памалла. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕ рейд ушкăнĕ.

Выльăх апачĕ янтăлассипе вара кăçал хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Çу кунĕсемпе туллин усă курса хуçалăх ĕçченĕсем кĕске вăхăтрах 1000 тонна ытла утă (сутлăх), 500 тонна сенаж янтăларĕç.

- Кунти тăрăшулăха кĕр кунĕсем çитнине пăхмасăрах хавшатмастпăр-ха. Вырма вĕçленнĕ май уттине те, сенажне те татах янтăлас ĕмĕт пур, - тет хуçалăх ертÿçи В. Семенов.

Кÿршĕлле вырнаçнă Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн Отарккăри ĕне ферминче те пĕтĕмĕшле лару-тăру çавна майлах. Кунта та ĕçлекенсем çукки произвăдствăна ура хуракан тĕп сăлтав. Тирпейлĕх те, сĕт сумалли оборудованире йÿçек сĕт юлни те, кормушкăри утăран кăвак шăршă кĕни те, тислĕк тирпейлĕн тухса пĕтменни те, 11 сехет тĕлĕнче сарайĕнче электричество хунарĕ çунни те, ферма территорийĕнче çум ашкăрса ÿсни те Отарккăран тухсан кунтах юлчĕ. Мĕншĕн тесен Чкалов яч. хис. хуçалăхăн Исетерккĕ ферминче унччен курнă çитменлĕхсем куçран çухалчĕç. Ферма территорийĕнчи чечексем, пуçланнă тата туса ирттернĕ юсав ĕçĕсем, тирпейленĕ территори кунта ырă малашлăха шантараççĕ.

«Путь Ильича» агрофирмăра кашни утăмрах çĕнĕ технологи ĕçленĕрен кунта вăй хуракансен тăрăшулăхĕ те куç умĕнчех. 

- Йăлтах хамăр валли-çке, хамăр ĕçлетпĕр, хамăр канатпăр, дежурствăсем вăхăтĕнче çакăнтах пурăнатпăр. Апла пулсан тирпейлĕхĕ те хамăршăн. Çапла вĕт; - ыйтуллăн тинкерчĕ тирпейлĕ сарайсемпе иртсе пынă чух агрофирмăн тĕп зоотехникĕ С. Гаврилова.  Калаçнă май Светлана Юрьевна пире апат бази мĕнле пулнипе, производство епле шайрипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Хуçалăхра юлашки çулсенче çĕнĕ сарайсем çĕкленипе пĕрлех выльăх апачĕ янтăлама ял хуçалăх техникине çĕнĕрен çителĕклĕ туянни те аталану çулĕсене уçма пулăшать. Янтăланă утă-улăм енĕпе пăхсан вара паянхи выльăх йышĕпе вăл тулăх хĕл каçма çитмелле.

Çĕр тĕрлĕ çын - çĕр тĕрлĕ шухăш. Анчах вăл шухăшсем пĕр тĕллевлĕ пулсассăн пурнăçри нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар, кирек епле чăрмава та çăмăллăнах сирме пулать. Çакна асра тытса хĕле хатĕрленесчĕ.

 



22 августа 2013
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter