Çĕнĕ вĕренӳ çулне республикăри шкулсем 97,7 процента çити хатĕр

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республикăн терроризма хирĕç кĕрешекен комиссипе оперативлă штабăн ĕçлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Вĕренӳ учережденийĕсене терроризмран сыхлас тата 2013-2014 çулсенчи вĕрентӳ тапхăрĕнче асăрхаттару ĕьĕсем йĕркелесе ирттерес енĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Террора хирĕç кĕрешес енĕпе ирттернĕ мерпоприятисенче васкавлăн пĕлтерессипе çыхăннă тытăмри ĕç-хĕлсен тапхăрĕсене тишкернĕ. Республикăри районсемпе хула пуçлăхĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене сыхлассипе çыхăннă, урăмах ачасене упраса хăварасси – патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ», - тесе палăртнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе чи хавшак вырăнсене тупса палăртса вĕсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшмаллине палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. «Кашни çын хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă юлтăр тесессĕн, пирĕн пурсăмăрăн та ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен кăмăлне тултарма тăрăшмалла», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов паянхи куна республикăра пурĕ 1006 вĕрентӳ учрежденийĕ шутланса тăнине, вĕсенче 318 пин çамрăкпа ачасем вĕреннине палăртнă. Черезвычайлă лару-тăруран сыхланас  тĕлĕшпе кашни шкулта нормативлă ĕç хучĕсене йĕркелесе çитернине асăннă.  Черезвычайлă лару-тăрусенчен сыхланмалли тата вĕсене сирмелли, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе ирттернине, шкулсенче пушартан асăрхаттаракан сигнализацисем лартса вырнаçтарнине те палăртнă.  Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе шкулсенче тĕпрен çĕнетсе, куллен туса ирттермелли ĕçсене те пĕтĕмпех туса пĕтернĕ. Вĕренмелли ăптăр-каптăрсене, шкул хатĕрĕсене  тата та нумай ытти ĕçсене пĕтĕмпех ылмаштарма ĕлкĕрнĕ. Вĕсене валли 23,7 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă пулнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче 4 çĕнĕ шкул, тата 2  шкул патне хушма çуртсем хăпартса лартнă. Хальхи вăхăтра 2 çĕнĕ шкула çĕклесе лартассипе ĕçлеççĕ. Вĕсем: Вăрмар тата Патăрьел районĕсенче. Шкулсем çитес вăхăтсенчех хута кайĕç: пĕри авăн уйăхĕнче, тепри  те çак çулах юпа уйăхĕнче. Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, 2013-мĕш çулăн çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри шкулсем 97,7 процента çити хаттĕр пулнине асăннă. Тĕплĕнрех



22 августа 2013
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter