Тăвай районĕ: информаци ушкăнĕн членĕсем тĕл пулусен вăхăтĕнче хускатнă ыйтусем çине туллин хуравланă

Виçĕм кун республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Сÿтсе явнă тĕп ыйтусен шутĕнче – уй-хир ĕçĕсем, халăх сывлăхне сыхласси, вĕрентÿ ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсем тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси.

Информаторсен ушкăнĕпе Тăвай районĕнче Ветеринари тата фитосанитари надзор службин республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.Андреев, “Россельхозбанк” акционерлă обществăн регионти филиалĕн директорĕ И.Письменская, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ С.Архипов, патшалăх пурлăхне тытса пыракан Федераллă агентствăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕн ертÿçи Е.Толстова, ЧР ШĔМĕн экстремизма хирĕç кĕрешекен центр пуçлăхĕ В.Шихранов пулнă.

Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке йышăннă. Информушкăн членĕсем райадминисрацин кĕçĕн залĕнче муниципалитетра ĕçлекенсемпе тĕл пулса тĕп темăсене сÿтсе явнă, харпăр хăй сферинчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Информаторсен пĕр ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле Чутей ял тăрăхĕнче унти вăтам шкул çуртне тĕпрен юсас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Чутей шкулĕ – районта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитмен пĕртен-пĕр шкул. Подрядчиксем юсав вăхăтне тăсса янă, ĕçе çине тăрса вĕçлеме тăрăшмаççĕ. Строительство министрĕн çумĕ вĕсене ĕçе хăвăртлатма ыйтнă. Подрядчиксем объекта сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсаса çитерме шантарнă.

Информаторсен ушкăнĕ çавăн пекех “Чутеевский” ЯХПКн ĕç коллективĕпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусене хускатнă, витесене хĕле хатĕрленипе кăсăкланнă.

И.Письменская, Е.Толстова район администрацийĕн экологипе АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе В.Чайкинпа пĕрле “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăра сĕт-çу фермин коллективĕ умĕнче тухса калаçнă. Информаци ушкăнĕн членĕсем тĕл пулусен вăхăтĕнче хускатнă ыйтусем çине туллин хуравлама тăрăшнă. Çавăн пекех райадминистрацире граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

А.ТИТОВА.



23 августа 2013
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter