Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳ ĕçченĕсен çулсерен иртекен республикăри конференцие хутшăннă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура çуртĕнче иртнĕ вĕренӳ ĕçченĕсен çулсерен иртекен республикăри конференцие хутшăннă.  Ку хутĕнче коференци темине  шкул çулне çитмен ачасене хушма пĕлӳ, воспитани парас ĕçĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕсене халалланă. Палăртнă ĕçе Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерствин  вĕренӳпе ăслăлăх ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă службин ертӳçи Сергей Кравцов, Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, педагогсен пуçаруллă пайĕ пухăннă. Культура керменĕн территорийĕпе фойинче ачасене хушма пĕлӳ илме паракан учрежденисен курав ĕçĕсене йĕркелесе тăратнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çамрăк ăрăва воспитани парасси пархатарлă ĕç пулнине,  вĕсем - экономикăна тухăçлă аталантарма, социаллă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшакан тĕп вăй пулнине асăннă, интеллектуаллă элитăна йĕркелеме пулăшнине каланă. Сăмаха май, Геннадий Никандрович Волковăн – чи сумлă та пысăк педагогăн сăмахĕсене аса илнĕ. «Ачасене воспитани парасси – юратупа тĕслĕх вырăнĕнче. Енчен те учитель хăйĕн ĕçне юратать пулсан, вăл ачасене те юратать, хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕсене ырра вĕрентет. Ун чухне тин эпир çирĕп шанма пултаратпăр, пирĕн ачасем обществăшăн кирлĕ çынсем пулса çитĕннине, тăван çĕр-шывăн пархатарлă та чăн-чăн гражданĕ пулнине», - тесе çирĕппĕн палăртнă республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăри вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази курăмлăнах çирĕпленсе пынине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче чи пысăк тăкак вĕренӳ тытăмне куçнине палăртнă. Кăçалхи çул 13,4 млрд. тенкĕллĕх тăкакланнă. «Эпир паян курса тăратпăр, республикăн çитĕнĕвĕ – пурсăмăр та пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине кура ӳссе пырать», - тенĕ Пуçлăх.  Конференциреçитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене  Республика Пуçлăхĕ патшалăх наградисемпе чысланă. Унсăр пуçне Чăваш Республикин грантне çĕнсе илнисене 200 пин парса хавхалантарнă. Хисепе республикăри 20 шкул тивĕçнĕ. Конференцире тĕп докладпа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тухса калаçнă. Министр иртнĕ вĕренӳ тапхăрĕн ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, çитес вĕренӳ çулĕн планĕсемпе  тĕллевсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерствин  вĕренӳпе ăслăлăх ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă службин ертӳçи Сергей Кравцов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре вĕренӳ тытăмĕ эффективлă ĕçлесе пынине палăртнă. «Эпир, сирĕн вĕренӳ тытăмĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсене Раççей Федерацийĕн ытти суъбектчĕсенче тĕслĕх вырăнне усă куртăмăр», - тесе палăртнă. 11-мĕш №-лĕ ача сачĕн ертӳçи Марина Осипова педагогсен ячĕпе Михаил Игнатьева республика Ертӳçи пулса ĕçленĕренпе виçĕ çул çитнĕ ятпа чĕререн тухакан сăмахсемпе саламланă, вĕренӳ тытăмне эффективлă аталанса пыма пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă.

 Тĕплĕнрех



23 августа 2013
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter