Чăваш Республикинчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмне йĕркелесе янăранпа пиллĕк çул çитнĕ

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмне йĕркелесе янăранпа пиллĕк çул çитнĕ ятпа  ирттернĕ пулăма хутшăннă. Мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çумĕнчи Йĕркелӳпе регламент ĕç комитечĕн Председателĕн пĕремĕш çумĕ Надежда Герасимова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцийĕн ертӳçи Анатолий Князев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн регонти Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канаш параканĕ Николай Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Шупашкарти вырăнти уйрăмĕн  секретарĕ Леонид Черкесов, депутатсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Наци музейĕнче тĕрлĕ курав ĕçленĕ. Николай Николаев иртсе пыракан çулта пурĕ Йышăну пӳлĕмне 8 пине яхăн граждансенчен çыру килнине асăннă, вĕсенчен çурри ытла пенси çулне çывхарнисем пулнине каланă. Килнĕ çырусенчен 25 проценчĕ ЖКХ, 15 проценчĕ социаллă ыйтусем.  Çырусенчен  35 процентне татса пама май килнине те каласа хăварнă, ыттисене канашсемпе сĕнӳсем парса хăварнине палăртнă. Çынсене çӳреме лайăх пултăр тесе республикăри хуласемпе районсенче те куллен йышăну кунĕсене йĕркелесе ирттерни çинчен палăртнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хăть мĕнле ĕçре те кăтартусене пăхса тухса лайăх енĕсемпе япăххисене тупса палăртмаллине, вĕсене çийĕнчех пĕтерессипе ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă. «Эпĕ хам та пĕр хутчен çеç мар çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Паллах, пур ыйтăва та эпир 100 процент таран татса параймăпăр, çапах та çынсем паян хăйсен шухăш-кăмăлĕсемпе пире килсе паллаштарма пултани чи пахи, вĕсене йышăнма ятарлă вырăн туса пани те пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Малашне те ĕçе кирлĕ пек яланах районсемпе хуласенче йĕркелесе ирттерме сĕнсе хăварнă. Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн членĕсене суя, кăлăхах шантарма юраманнине те палăртнă. Енчен те ыйтăва татса пама май килместь пулсан, чăннине калама тăрăшмалла. Енчен те ыйтăва пиллĕк çул хушшинче татса пама май килсен,  çапла каласа ăнлантармалла. Унсăрăн халăх пире шанма пăрахать. Чăн каланинчен нимĕн те пахи çук», - тенĕ. Сăмаха май парти проекчĕсем Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă. Шупашкарта  çуртсем таврашĕнчи çулсене куллен пысăк калăпăшпа юсаса çĕнĕрен туса пыни те çакнах çирĕплетсе парать. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳ учрежденийĕсенче, ача сачĕсем çĕкленсе ларни куç кĕретех савăнтараççĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çумĕнчи Йĕркелӳпе регламент  ĕç комитечĕн Председателĕн пĕремĕш çумĕ Надежда Герасимова пухăннисене Дмитрий Медведев ячĕпе чĕререн тав сăмахĕ каланă. «Чăннипех те Чăваш Енри Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ĕçĕ республикăра пурăнакансен умĕнче хисепе тивĕçнĕ. Сирĕн ушкăнăн тĕп кăтартвĕ. Çынсемпе куллен курнăçса калаçни – чи паха ĕç, пысăк яваплăх», - тесе палăртнă тав сăмахĕнче. Надежда Герасимова граждансен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕçлессинче пысăк тӳпе хывнишĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Генрих Васильева, Шупашкар хула Депутачĕсен канашĕ çумĕнчи экологипе социаллă ыйтусемпе ĕçлекен яланхи комиссийĕн председательне,  Шупашкар хула Собранийĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцийĕн ертӳçне Ирина Клементьевăна, Чăваш Республикинчи «Фармация» ГУП генеральнăй директорне - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне  тав çырăвĕ парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 

 



24 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter