Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ЖКХ объектчĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр пулĕç

 Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕсем 2013-2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнин ĕçĕпе паллаштарнă.  Паянхи кун тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем хĕллене 84,5 процент чухлĕ хатĕр пулнине асăннă. (2012 çулта çак тапхăрта 76 процента çити çеç хатĕр пулнă). 2013 çулта 119 нумай хваттерлĕ çурта тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма палăртса хунă. Палăртнă çуртсенче 18,4 пин çын пурăнать. Хутса ăшăтмалли 2012  тата 2013 çулсенче тапхăр вĕçленнĕ хыççăн ЖКХ организайийĕсен  энерги ресурсĕсемшĕн пармăмĕсем 25,7 процент,  газпа  усă курнăшăн  53,5 процент, электричествошăн 11,4 процент чухлĕ, ăшă энергийĕшĕн 21,1 процент чакни палăрнă. Авăн уйăхĕн 15-мĕш тĕлне ЖКХ организацийĕсем ĕçĕн тĕп калăпăшне вĕçлесе, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объектсем хатĕрри çинчен çирĕплетекен паспортсене илме палăртса хунă. Михаил Игнатьев Строительство министерствине хĕллене хатĕрленсе объектсенче ĕçе çирĕп тĕрĕслесе тăма, çитменлĕхсене тупса палăртса вăхăтра тӳрлетме хушса хăварнă. Тепĕр икĕ эрнерен тупса палăртнă кăлтăксене сирсе яни çинчен отчет тăратма хушнă. Чăваш Республикинчи патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ  Шупашкарта хăш-пĕр çурт тăррисенчен шыв аннă тĕслĕхсем пуррине асăннă. Республика Пуçлăхĕ хула влаçĕсен ĕçне  критиклесе илнĕ. Палăртнă çуртсен тăррисене витме организацисене тупса палăртма май паракан конкурс ĕçне вăраха янине палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев Шупашкар влаçĕсене Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕ патне çитсе кĕмелли çула юсассин ĕçне хăвăртлатмаллине асăрхаттарнă. «Юсав ĕçне хăвăртрах вĕçлемелле, мĕншĕн тесен хулара пурăнакансем ял хуçалăх таварĕсене -таса çимĕçе  йӳнĕ хакпа туянма пултарччĕр», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертӳçи Сергей Димитриев çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă ятарлă мероприятийĕсен ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарнса тăнă. Çулталăк пуçланнăранпа палăртнă служба урлă 25814 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. (çулталăкри планпа пăхсан 61,8 процент чухлĕ шутланать). Иртнĕ 7 уйăх хушшинче ĕçпе тивĕçтерекен службăна 1115 сусăрланнă çын килсе черете тăнă, вĕсенчен 764-шне ĕçпе тивĕçтернĕ. 2010-мĕш çултан пуçласа ятарлă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ çĕрте 475 сусăрланнă çынна ĕç вырăнĕ тупса панă, вăл шутрах кăçалхи çул 73 çынна. Паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан специальноçа алла илме вĕрентме ярасси те  ĕç курăмлăнах пурнăçланса пырать.  Паянхи кун тĕлне 20 пин пушă ĕç вырăнĕ шутланать, вĕсенче вăтамран ĕç укçин шайĕ 12 пин пулнине палăртнă. Çулталăх хушшинче 11118 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ ( çулталăкри планран 69 процент чухлĕ). Обществăлла ĕçе явăçтарма 4264 яш-кĕрĕме тăратнă (63,5 процент чухлĕ). Кун пек ĕçсем йĕркелесе ирттерни,  ĕçсĕррисен хисепне кăçалхи çул 13,6 процент чухлĕ чакарма май панине каланă. (5520-çынран 4772 çынна çитнĕ). Чи пĕчĕк ĕç укçин шайĕн методологийĕпе пăхас пулсассăн 2013 çулхи 1-мĕш кварталта 6,9 процент, 2-мĕш кварталта - 5,8 процент чухлĕ чакни сисĕннине пĕлтернĕ.

 



26 августа 2013
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter