Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци йĕркелесси йăлара.  Ку хутĕнче тĕл пулу, çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртнĕ. «Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, - тенĕ республика Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. - Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмалларах пултăр тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки виçĕ çулти кăтартусем пирки пите хĕретмесĕрех пĕлтерме пултаратăп. Сирĕнтен, халăхран пытармалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепĕр чухне кăмăла кайман ыйтусем паратăр пулсан та журналистсемпе тĕл пулмашкăн эпĕ яланах хатĕр. Вĕсем чăн пурнăçпа çыхăннăскерсем вĕт. Пирĕн хутшăнусем кирлĕ пек йĕркеленсен асăрхаттарăвăрсем влаç органĕн должноçри çыннишĕн çитменлĕхсенчен хăтăлас тĕлĕшпе усăллă пулĕç». Михаил Васильевич Чăваш хутлăхĕн аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем çинче чарăнса тăнă, микро- тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăн та, виçĕ çул усăсăр иртмен. Палăртнисенчен чылайăшĕ, паллах, пурнăçланнă, ĕçе кĕртейменни те çук мар. Пурнăç çавăн пек вĕт - пирĕнтен килмен сăлтав сахал мар. Должноçа йышăннă малтанхи кунранах пĕр тĕллевпе малашлăха ăнтăлнă Михаил Игнатьев: ентешсен пурнăçне, унăн пахалăхне лайăхлатмалла. Правительство ларăвĕнче е ытти мероприятире пĕлтерĕшлĕ тĕллеве сӳтсе явнă чухне хăйĕнчен, ыттисенчен яланах çапла ыйтнă: «Ку йышăну ахаль йышши ентешсене мĕнпе савăнтарма пултарать, мĕнле усă кӳрет?» Халĕ, авă, ырă улшăнусем - куç умĕнчех. Унтан журналистсем сăмах илнĕ. Чăн та, ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч пулнă. Вĕсем республикăн, район-хулан социаллă пурнăçĕнчи, экономикăри, политикăри лару-тăрупа кăна мар, Михаил Игнатьевăн хăйĕн кун-çулĕпе те çыхăннă, кашниех тулли те тивĕçтерӳллĕ хурав илме пултарнă.(В.Смирнова)

Тĕплĕнрех



26 августа 2013
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter