Етĕрнере пурăнакансене Хула кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

 Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Уйкас-Асламас салинче фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çуртри йышăну пӳлĕмне, эмельсем упрамалли вырăнсене, персоналсен ятарлă пӳлĕмĕсене пăхса çаврăннă, хутса ăшăтмалли вырăна та тишкернĕ. ФАП ертӳçи Валентина Васильева тата «Земский доктор» прогораммăпа ятарлă уйăрнă çĕнĕ участковый терапевт Вера Порфирьева хăйсен сăмахĕнче кун йышши хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан фельдшер пунктне уçни медицина ĕçченĕсене тата та ытларах профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме май панине палăртнă. «Эпир çулсеренех çынсен чирĕсене вăраха каяссинчен асăрханас тесе диагностика ĕçĕсене йĕркелесе иртерме ятарлă укçа-тенкĕ уйăрса хăваратпăр. Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕçе 4,8 млрд тенкĕ пăхса хăварнă пулнă, ăна пула пахалăхлă медицина пулăшăвĕсем пама май килчĕ. Виçĕ çул хушшинче 100 фельдшерпа акушер пункчĕсене хута яма хамăр çине илнĕ яваплăха пурнăçлăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ялта пурăнакансен ячĕпе Любовь Максимова республика тата район ертӳçисене çĕнĕ капмар илемлĕ ФАП туса панишĕн тав сăмахĕ каланă. Пĕтĕмĕшле Етĕрне районĕнче кун пек çуртсем 7 пулмаллине палăртса хăварнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин. Республика Пуçлăхĕ çынсемпе курнăçнă май, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Сăмаха май ыйтусем сĕт хакĕ, пурнăнмалли  пурнăç условине лайăхлатасси, «Ĕç ветеранĕ» ята илессипе çыхăннă ыйтусем пулнă. Хыççăн Михаил Игнатьев «Родина» агрофирма хуçалăха çитсе килнĕ. Хуçалăх кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕçе пĕтĕмпех пурнăçланă. «Агро -100» клубĕнче палăртнă хуçалăх 26-мĕш вырăнта тăрать. Унăн ертӳçи Владимир Тимофеев республика Пуçлăхне районта пурăнакансемпе çĕршĕн аренда килĕшĕвĕ тунă тăрăх, çĕр пайĕсемшĕн тырра укçасăр парса саплаштарнине асăннă. «Кун пек йышăну туса хăварни питĕ кăтартуллă, тепре чух хуçалăхсем çĕр пайĕ панă çынсене е тырра хăй хакĕпе е тата льготăллă хакпа панă тĕслĕхсем пулкалаççĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Сумлă хăна Етĕрнери «Ватă хула» паркĕнче уяв мероприятине хутшăннă. Халăх ăсталанă ал ĕçĕсемпе паллашнă, вырăнти сĕт, аш-какай, çăкăр тирпейлесе кăларакан  пысăк пĕрлешӳсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Михаил Игнатьев Етĕрне кула кунĕн ячĕпе пухăннисене пурне те саламланă. Ку илемлă вырăн Сура юхан шыв хĕрринче вырнаçнă,  Чăваш Еншĕн хапха вырăнĕнче. Пирĕншĕн пурсăмăршăн та пысăк парне – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хăйĕн йышăнăвĕпе пирĕн тăрăхра пысăк хăвăртлăхпа çӳреме магистраль туса лартасси çинчен ирĕк пани. Вĕсенчен пĕр станцийĕ Етĕрне тăрăхĕнче вырнаçĕ. Ку паллах тата та ытларах инфратытăма аталанма май парĕ, муниципалитетшăн питĕ лайăх пулĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Кăçалхи çул иртнĕ çулхипе танлаштарсан  Етĕрнесене валли 1,6 хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă. Уяв мероприятийĕнче хулапа район çыннисене тава тивĕçлисене чысланă. Тĕплĕнрех



26 августа 2013
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter