Шупашкарта парашютпа сикессипе Тĕнче кубокĕпе Европа чемпионатчĕ пуçланнă

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парашют спорчĕн Тĕнче кубокĕпе Европа чемпионатчĕ уçăлнă пулăма хутшăннă. Мероприяти Шупашкарти  А.В.Ляпидевский аэроклуб территорийĕнче иртнĕ. Мероприятинче Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РОСТО (ДОСААФ) Тĕп канашĕн Председателĕ Сергей Маев, Чăваш Республикинчи Раççейри ДОСААФ регионти уйрăмĕн Сергей Матвеев, СССР Тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче тата Европăн парашют спорчĕн рекордсменĕ, Гиннесс кĕнекине кĕртнĕ пĕрремĕш çын, 10 пине яхăн парашютпа сиксе чапа тухнă спортсмен, Мая Костина хутшăннă. Михаил Игнатьев ăмăртусене хутшăнакансене саламланă, Чăваш Ен тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывсенчен спортăн çак тĕсне юратакансене йышăннине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăмăртăва хутшăнакансене çĕнĕ çитĕнӳсем тума сĕннĕ, малашне те республика çак палăртнă спорт ăмăртăвĕсене ирттерме витĕм кӳресси пирки палăртнă. Сергей Маяв парашютистсен ăмăртăвĕсене Андриян Николавев комонавтăн çуралнă вырăнĕнче ирттернишĕн чăннипех те мăнаçланнине каланă. «Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме пурлăхпа техника базине йĕркелесе панишĕн, Чăваш Республикине пысăк тав сăмахĕ калатăп.», - тесе уйрăммăн палăртнă сумлă хăна Сергей Маев. Спопртсменсене пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Халăхсем хушшинчи авиаци федерацийĕн парашютсен комиссийĕн Президенчĕ  Грэм Кит Винсор йĕркелӳçĕсене тав сăмахĕ каланă, волонтерсемпе ăмăртусене хутшăнакансене ăнăçусем таса та  кăвак пĕлĕт суннă. Хаваслă пулăм «Çавал» ансамбль кĕввисемпе тата Шупашкарти аэроклубăн кăтартуллă номерĕсемпе вĕçленнĕ. Тĕнче кубокĕпе Европа чемпионатчĕ çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнчен тăсăлĕ, ăмăртусенче 19 çĕр-шывран 160 яхăн спортсмен хутшăнать. Тĕплĕнрех

 



26 августа 2013
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter