2013-2014 çулсенчи çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсем хатĕррин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

 Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вĕренÿ тытăмĕ 2013-2014 вĕренÿ çулне хатĕр-и ыйтупа çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ. Правительство Пуçлăхĕ «Вĕренӳ çинчен» кĕртнĕ саккун кăçалхи çул юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕнине каланă. Палăртнă пулăм çĕр-шывшăн та шкулсен вĕренӳ аталанăвĕшĕн те тапхăр-тапхăррăн йышăнакан пулăм пулнине палăртнă. «Вĕрентекенсемпе воспитательсен нумай тăрăшса ĕçлемелле, вĕрентӳ ĕçĕ эффективлă пурнăçланса пытăр тесессĕн, мĕн пĕчĕк классенчен пуçласа аслă шкулсенче вĕрентекенсен ку енĕпе çине тăрсах вăй хумалла», - тенĕ Дмитрий Медведев. Вăл çакăн пекех регионсенчи вĕренӳ системине модернизацилес ĕçе 40 млрд яхăн укçа уйăрнине асăннă. Юлашки пиллĕк çул хушшинче аварийлĕ шкулсен хисепĕ 2 хут чакнине палăртнă.  Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли 42 çĕнĕ шкул хута янине каланă. Премьер-министр Инçет Хĕвел тухăçĕнче черезвычайлă лару-тăрăва пула 150 вĕренӳ учрежденийĕ инкеке лекнине палăртнă. Субъектсен ертӳçисем ачасене вăхăтлăх вĕренме ытти регионсенчи лагерьсене вырнаçтарни çинчен пĕлтернĕ. Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕпе Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Дмитрий Ливанов калаçнă, çĕр-шывра пĕтĕмĕшле илес пулсассăн çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕррине асăннă. Сăмаха май, 25 регионта вĕренӳ учрежденийĕсем 100 процента çити хатĕр пулнине палăртнă, çав-çавах 6 регионта йывăрлăхсем пуррине те асăннă, вĕсенче 60 процента çити шкулсем хатĕр пулнине палăртнă. Шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерс ĕç Атăлçи федераллă округра ĕç-пуç аван пулнине палăртнă. Чăваш Енри вĕренӳ тытăмне илес пулсан, паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 1006 вĕренӳ учрежденийĕ шутланать. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 318 пин ача парта хушшине ларĕ, çав шутра 13 пин  пĕрремĕш класс ачисем. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ĕç валли тĕрлĕ бюджетсенчен  2 млрд  яхăн укçа уйăрнă пулнă. 2013 çулта шкулсенче тĕрлĕ хатĕрсемпе, пурлăхпа техника базине çĕнетсе ылмаштарма 591,7 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. 119 хулари шкулсемпе тата ялти пысăк шкулсенчи  апат çитермелли пӳлĕмсене модернизацилеме 78,2 млн. тенкĕ уйăрнă, республика учрежденийĕсенче апатлантармалли уйрăмсенчи сĕтел-пукансене çĕнĕрен ылмаштарма палăртса хунă. 100 процента çити шкулсене пушартан сыхланмалли, полицие чĕнсе илмелли сигнализацисемпе тивĕçтернне палăртнă. Тĕплĕнрех



26 августа 2013
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter