Пилотлă Проект

Уфана – самолетпа

Раççей сывлăш флочĕн кунĕнче Чăваш Республикинче те регионсенчи авиаперевозкăсен пилотлă проекчĕ ĕçлеме пуçланă. Çакă Атăлçи федераци округĕнчи вĕçевсене те улăштарнă. Шупашкартан самолетпа çитме пулакан хуласем çумне халĕ Уфа хушăннă.

Пушкăртстанăн тĕп хулине самолет эрнере виçĕ хутчен вĕçет: юн кун, эрне кун тата вырсарни кун. Çул çинчи вăхăт – 2 сехет те 10 минут.

Официаллă перевозчик – «Татарстан» авиакомпани. Вĕçеве ятарласа регионсенчи вĕçевсем валли кăларнă тăхăр вырăнлă Cessna Grand Caravan 208 самолет пурнăçлать. Вăл 1700 километрлă дистанцире хăвăртлăха сехетре 300 километр таран ÿстерме пултарать.

Раççей Федерацийĕн правительствин йышăнăвĕпе регионсенчи авиаперевозкăсен программи йĕркипе пассажир билет хакĕн 50 процентне кăна тÿлет, ыттине федераллă тата регион бюджечĕсем саплаштараççĕ.

 Санкт-Петербурга та

Шупашкар аэропорчĕ Шупашкартан Санкт-Петербурга та эрнере виçĕ хутчен вĕçевсем пурнăçлать. Тунти кун тата эрне кун авиарейс çак расписанипе çула тухать: Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра тухаканни «Пулково» аэропорта 15 сехетре çитет. Çурçĕр тĕп хулинчен 9 сехет те 40 минутра тухаканни Шупашкарта 11 сехет те 50 минутра пулать. Вырсарни кун Санкт-Петербурга 14 сехет те 35 минутра вĕçет, «Пулковăна» 16 сехет те 45 минутра çитет. Санкт-Петербургран 11 сехет те 25 минутра тухаканни Чăваш енĕн тĕп хулине 13 сехет те 35 минутра анса ларать.

Билетсене мĕн пур авиакассăра туянма пулать. Авиамаршрут кăçалхи октябрĕн 26-мĕшĕччен ĕçлет. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-800-5555-800, (8352) 30-11-10, 55-21-49.



26 августа 2013
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter