Воспитани çирĕп пĕлÿрен пĕлтерĕшлĕрех

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче республикăри вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ конференцие пухăнчĕç. Кăçал вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура çуртĕнче иртрĕ. Анлă канашлура авăнăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕ стандартсем çинче никĕсленнĕ воспитани тата хушма пĕлÿ парассин аталанăвĕн çул-йĕрĕ тавра калаçрĕç. Унччен маларах педагогсем дискусси лапамĕсенче /кăçал ăна пурĕ 11 вырăнта йĕркеленĕ/ тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă: вĕренекенсене çарпа патриот воспитанийĕ парасси, хушма пĕлÿ паракан учрежденипе шкулăн тачă çыхăнса ĕçлесси, ăнăçсăр çемьери çамрăксене пулăшасси, общество организацийĕсене те хутшăнтарасси пирки хĕрÿллĕн калаçнă.

Конференцие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Роспотребнадзор службин ертÿçи Сергей Кравцов, федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Чăваш Енри тĕрлĕ ведомство ертÿçисем хутшăнчĕç. Сергей Кравцов пирĕн республикăри вĕренÿ тытăмĕ тухăçлă ĕçленине, пирĕн опыта Раççейри ытти субъект тĕслĕх вырăнне усă курнине палăртрĕ.

"Авăнăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри 1006 вĕренÿ учрежденийĕ алăкĕсем уçăлĕç. 315 пине яхăн вĕренекен пĕлÿ сукмакне такăрлатĕ. Çамрăк ăрăва пĕлÿ парасси - пархатарлă ĕç. Учитель хăйĕн ĕçне юратсан кăна ачасемпе пĕр чĕлхе тупать, хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕсене ырра вĕрентет. Геннадий Волков педагог юратупа тĕслĕх урлă воспитани пама вĕрентнĕ. Çавăн чухне кăна пирĕн ачасем çĕр-шыва юрăхлă пулса ÿсĕç", - терĕ Михаил Игнатьев. Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхне çирĕплетес тĕллевпе çулсеренех укçа уйăрнине те палăртрĕ вăл. Республика бюджечĕн пысăк тăкакĕ вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннă. Кăçал вăл 13,4 млрд тенкĕпе танлашнă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен 3-рен иртнĕ пепкесен садик черечĕ татăлмалла, 2015 çул тĕлне 1,5 çулсенчисене те ача садне вырнаçма чăрмавлă пулмĕ. Юлашки 2 çулта воспитательсен шалăвĕ 2 хут ÿснĕ. Çул-йĕр карттинче палăртнипе килĕшÿллĕн учительсен ĕç укçине те ÿстереççĕ. Паянхи кун вăл вăтамран 20 пине яхăн тенкĕпе танлашать. Вĕренекенсен 96 проценчĕ /иртнĕ вĕренÿ çулĕнче/ шкул столовăйĕнче апатланать. Вĕсенчен чылайăшне /70%/ çĕнĕ йышши хатĕрпе тивĕçтернĕ.

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парас ĕçре палăрнисене хисеплĕ ятсем парса чысларĕç. Унсăр пуçне 20 вĕренÿ учрежденине ЧР Пуçлăхĕн грандне - 200 пин - тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕç.

- Шкул мĕн ĕмĕртен ачасемпе çамрăксемшĕн çеç мар, пур халăхшăн та ăс-хакăл культурин вучахĕ шутланнă. Чăвашсен те «пĕлÿпе кăна этем пулаймăн» текен кăларăш пур, - терĕ Владимир Иванов министр. - Педагогсем воспитани ыйтăвне яланах мала кăларнă. Вăл вĕрентĕвĕн пĕр пайĕ пулнине "Вĕренÿ çинчен" саккунра та асăннă. Йăлтах нормăласа çирĕплетнĕ, çĕнĕ стандартсене те йышăнтăмăр. Шкулăн лайăх программа хатĕрлесе ăна ăнăçлă пурнăçа кĕртесси кăна юлать темелле. Апла мĕншĕн-ха халăх пирĕн ачасем, çамрăксем япăх воспитани илеççĕ тесе чан çапать? Вĕренÿ учрежденийĕсем воспитанипе çыхăннă хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçламанни пирки депутатсем, право хуралĕн органĕсем, ашшĕ-амăшĕ хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. Шкул воспитанийĕнче кризис пур-и? Çак ыйтăва тĕрĕс хуравлама тăрăшар-ха. Манăн шухăшпа, кризис пурах, вăл пурнăç хаклăхĕ улшăннипе çыхăннă. Совет саманинех аса илер-ха. Тăван çĕр-шыва хăвăнтан ытла юратма вĕрентетчĕç ун чух. Çынна хисеплесси, халăхсен хушшинчи туслăха упрасси - пушă сăмахсем пулман. 80-90-мĕш çулсенче идеологи шыраса чылай вăхăт çухалчĕ. Çав йывăр саманара çамрăксем "банкирсемпе" саккуна хирĕçле каякан вăрă-хурахран тĕслĕх илме тăрăшрĕç. "Пирĕн тĕллев - воспитани парасси мар, çирĕп пĕлÿ хывасси", - текен шкулсем те тупăнчĕç.

XXI ĕмĕрте йĕркесĕрлĕхе пĕтерме пултарчĕçех. Вĕренÿ тытăмне тĕрĕс çул кăтартрĕç: ырă йăлана упраса хăварса кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп, пур енлĕ аталаннă этем, Раççее юрăхлă яваплă гражданин хатĕрлемелле. Чăнах та, пирĕн, чăваш халăхĕн, иксĕлми ăс-хакăл çÿпçинче ача-пăчана тĕрĕс ÿстерессипе çыхăннă тем чухлĕ хайлав, тем чухлĕ сĕнÿ. Ĕмĕртен килекен çавнашкал ырă йăла-йĕрке кашни халăхăн нумай. Хăйĕн предметне аван пĕлекен, урокра лайăх материал паракан учитель пулма çăмăл. Шкултан тухса каякансен аттестацине ăнăçлă кăтартупа хатĕрленме те вĕренсе çитрĕмĕр. Анчах та çакă çителĕксĕр: ачана пур енлĕ аталану кирлĕ".

Юлашки çулсенче педагогсем ачасемпе пĕрле проект хатĕрлесси вăй илсе пырать. Владимир Иванов министр кун пирки те палăртса хăварчĕ. Республикăра, сăмахран, кадетсен юхăмĕпе çыхăннă проект ăнăçлă пурнăçланать. Хальлĕхе 1780 ача кадет пĕлĕвне илет. Вĕсем те, вĕрентекенсем те хăйсен тĕллевĕсене çирĕп пăхăнса пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ ведомствăпа çыхăну йĕркелени те пысăк витĕм кÿрет.

Çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе вĕренекенсем хăйсем те çине тăраççĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илеççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти 62-мĕш шкулта саккăрмĕш класри Максим Смирнов кăçал Пĕтĕм тĕнчери "Тĕнчене улăштарма пултаракан 90 шухăш" конкурса "Транспортри хăрушсăрлăх хатĕрĕ" ĕç тăратнă. Авари вăхăтĕнче пассажирсен сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварас тĕлĕшпе Максим хăйне евĕр сĕнÿ панă унта. Тĕп хулари 55-мĕш шкулти Илья Васильев та - Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри мероприятисен призерĕ. "Хăвăн ĕçе уç", "Ăслăлăхри манăн пĕрремĕш утăмсем" проектсем хатĕрленĕ вăл. Арçын ача ЧР Пуçлăхĕ патне çырнăччĕ. Пултаруллăскер пирки Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та асăннăччĕ. Илья токарь тата фреза станокĕсемпе ĕçлеме, авиамодель ăсталама пĕлет, дельтапланпа вĕçет. Çакăн пек ачасем ахаль шкулсенчех вĕренеççĕ. Вĕсем - пуриншĕн те тĕслĕх. "Пирĕн пурин те ырри патнелле туртăнмалла. Ĕмĕтленекене курма пĕлмелле, хăй суйласа илнĕ тĕп-тĕрĕс çулпа ачана çирĕппĕн утма пулăшмалла. Нумай чухне вĕсем пĕр-пĕринчен тата сирĕнтен вĕренеççĕ, хаклă вĕренекенсем", - терĕ Владимир Николаевич.

Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăм шкулĕнчи Мария Михайловăран та тĕслĕх илмелли сахал мар. Кăçал "Чи лайăх класс ертÿçи" ята илнĕ çамрăк учитель вĕренекенĕсемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнать, ташă кружокĕ те йĕркеленĕ вăл. Филологран физкультурник та пулса тăнă пуçаруллăскер: çапла майпа ачасемпе татах та çывăхланнă.

Ÿнер шкулĕсем камăн ертÿлĕхĕнче пулмалла? Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ культура, спорт вĕренÿпе тÿррĕмĕнех çыхăннă-çке. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов шухăшĕпе, професси тĕлĕшĕнчен ÿнер шкулĕсем вĕсен ведомствине çывăх, пултарулăхăн пуçламăш пĕлĕвне шăпах унта ăса хываççĕ-çке шăпăрлансем. "Вĕренекенсен 14 проценчĕ, 1500-е яхăн ача, ÿнер шкулĕсенче пушă вăхăта усăллă ирттерет. Паянхи куна ку тытăмра - 57 ваканси. 50-ран иртнисем - 25%, çамрăк специалистсем пурĕ те 8% кăна. Илемлĕх тĕнчин алăкне уçакан шкул çурчĕсен 43 процентне тĕпрен юсамалла, пурлăх бази те çав тери пĕчĕк, музыка инструменчĕсем çителĕксĕр, библиотека фончĕ чухăн. Çавна пула ачасене аталанмалли майсем хĕсĕк", - пĕлтерчĕ Вадим Ефимов министр. Хушма пĕлÿ паракан педагогсене чун ыратăвне çаврăннă ыйтăва пысăк канашлура хускатни пăлхантарчĕ те. "Лару-тăру ырă енне улшăнасса питĕ шанатпăр", - терĕç вĕсем.

 Алина ИЗМАН



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 августа 2013
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter